Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăрăхра вут-кăварпа питех те тимлĕ пулмалла

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăçалхи çур çулта вут-çулăмпа пулнă 19 инкеке шута илнĕ. Тăрăн, Ыхра Çырми, Хирти Пикшик, Первомайски ял поселенийĕсенче икшер пушар тухнă пулсан, çак тапхăрта, куçăхтарас марччĕ, Патăрьел, Çĕньял, Сăкăт, Тутар Сăкăт, Кзыл Чишма поселенийĕсенче вут-кăвартан асăрхануллă пулни курăнать.

Вăрăм алăллă вут кирек хăçан та хăрушă. Кĕске вăхăтра ĕмĕр тăрăшшĕпе пуçтарнă пурлăх кĕле çаврăнни пуриншĕн те пысăк çухату. Ытларах чухне пушар электричествăпа усă курнă чухне йĕркене çирĕп пăхăнманнипе пулать. Хальхинче те вунă пушар çак сăлтавпа тухнă. Çавăнпа та граждансен ку тĕлĕшпе асăрханулăха, тимлĕхе ÿстермеллех.

Районти пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи çур çулта ачасем шăрпăкпа вылянипе инкек пулнă тĕслĕх çук. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта вара виçĕ факт пулнă. Çакă, паллах, малашне лăпланса лармалли сăлтав ан пултăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2011
00:00
Поделиться