Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пыршă чирĕнчен асăрханăр

Кăçалхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнчен Европăра пыршă чирĕн инфекцийĕ вăйлă сарăлни палăрчĕ. Пĕтĕм Тĕнчери Сывлăха сыхлас Организаци бюровĕн кăтартăвĕсемпе Европăри 11 çĕр-шывра тата Америкăра çакнашкал 1823 тĕслĕхе шута илнĕ. Унăн эпицентрĕ– Германи. Унта мĕн пур халăхăн 95 проценчĕ çак инфекципе сиенленнĕ.

Çакнашкал усал чир пирĕн тăрăхра ан сарăлтăр тесен чăн малтанах апат-çи-мĕçпе усă курнă чухнехи йĕркесене питĕ çирĕп пăхăнмалла. Апат çиес е ăна хатĕр-лес умĕн алăсене лайăх çумалла, апат-çимĕçе, уйрăмах чĕрĕ какая, тинĕс çимĕç-не пĕтĕм йĕркене пăхăнса лайăх вырăнта упрамалла. Аш-какая, çăмартана тĕплĕн, нумай вăхăт хушши пĕçермелле. Хатĕр апатсене пÿлĕмре икĕ сехетрен ытлашши хăвармалла мар, улма-çырлана çуллахи вăхăтра лайăх çуса çимелле. Срокран тухнă çимĕçе нихăçан та усă курмалла мар.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2011
00:00
Поделиться