Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Инспекторсем телейлĕ çул сунаççĕ

Шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн историйĕ чылай çул каялла пуçланнă. 1936 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Халăх Комиссарĕсен Канашĕн Постановленийĕпе килĕшÿллĕн “СССР НКВД рабочипе хресчен милицийĕн Тĕп управленийĕн патшалăх автомобиль инспекцийĕ çинчен” положение çирĕплетнĕ. Çакă вара ПАИн çуралнă кунĕ пулса çырăнса юлнă. Раççей, Чăваш Ен çул-йĕр автоинспекцийĕпе пĕрлех районти ПАИн те хăйĕн пуçламăшĕ, аталану историйĕ пур. Архивра упранакан хутсенчен, сăн ÿкерчĕксенчен, ветерансен аса илĕвĕсенчен вăл 1959 çулта йĕркеленни паллă. Бикин хушаматлă çын районта пĕрремĕш автоинспектор пулнă. Ун хыççăн çак должноçра Ф.Майрин, А.Степанов, В.Портнов, Н.Поляков ĕçленĕ. 1978 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те ПАИ начальникĕн должноçне йĕркеленĕ. Унăн никĕслевçи – Чăваш Республикин автотранспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ветеранĕ Ф.Урмаков. Федор Николаевич ку ĕçре çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх, аксакал темелле. 2009 çулччен ПАИ начальникĕнче тăрăшнă. Вăл аса илнĕ тăрăх патшалăх автоинспекцийĕн уйрăмĕнче районти çул çинчи куçăма йĕркелесе тăма малтан пĕр “Жигули” автомобиль çеç пулнă. Каярахпа икĕ мотоцикл хутшăннă. Сăмах май каласан, ПАИ начальникĕ хăй те темиçе çул мотоциклпах çÿренĕ.

– Çул-йĕр автоинспекцийĕ те пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕнче тĕрлĕ улшăну чăтса ирттерчĕ. Йывăрлăхсем те нумай пулнă. Çапах та инспекторсен тăрăшулăхне, пултарулăхне кура вĕсене вăхăтра парăнтарса пынă. Хампа пĕрле тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ Ф.Кошкин, Ю.Портнов, Н.Бельдеков, П.Мефодьев, С.Кошкин тата ытти хăш-пĕр инспектора паянхи кун та ырăпа çеç асăнас килет. Кăтартуллă ĕçленĕ тапхăрсем сахал мар пулнă. Пĕр çулхине çулталăк тăрăшшĕпе те 18-19 автоаварие çеç шута илнĕччĕ. Ку вăл профилактика ĕçне кирлĕ пек туса пынипе те, çул çинчи йĕркелĕхшĕн инспекторсем сыхă тăнипе те çыхăннă,– каласа парать çул-йĕр хăрушсăрлăх патшалăх автоинспекцийĕн ветеранĕ Ф. Урмаков.

– ПАИ сотрудникĕсене техника вăйлă аталаннă тапхăрта та ĕçлеме ансатах мар. Пирĕн пайра паян сакăр инспектор тăрăшать. Унсăр пуçне командировкăна янă икĕ инспектор, пĕр адмпрактика сотрудникĕ. Çавăн пекех пирĕн техника паркĕнче виçĕ автомашина пур. “Визир” видеофиксаци, тоник, алкотестер инспекторсемшĕн пулăшу хатĕрĕсем шутланаççĕ. Район центрĕнчи икĕ вырăнта светофорсем лартни те çул çинчи куçăма тирпейлеме пулăшать. Çапах та пирĕн хамăрăн ĕçре дисциплинăна, професси ăсталăхне ÿстерсе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районти тăнăçлăх, йĕркелĕх, çул çинчи тирпейлĕх чăн малтан пиртен килет. Çавăнпа та малашне те çакна тĕпе хурса ĕçлĕпĕр. ПАИ ĕçченĕсене, ветерансене ыранхи уяв ячĕпе саламланă май, çăмăл мар ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ, çирĕп сывлăх, водительсене вара телейлĕ çул сунатăп,– терĕ хăйсен коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарнă май шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан А.Кошкин.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2011
00:00
Поделиться