Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çуллахи кану ачасемшĕн усăллă ирттĕр

Шкул ачисем тахçанах кĕтнĕ çуллахи каникул вăхăчĕ малалла тăсăлать. Вăрăм канăва вĕренекенсем тĕрлĕрен усă кураççĕ. Пĕрисем килте, теприсем лагерьсенче канаççĕ. Сăмахран, райадминистрацин вĕрентÿ уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх пĕрремĕш сменăра 38 ача республикăра кану лагерĕсенче пулнă, тавра курăмне аталантарнă, хĕвел çинче пиçĕхнĕ, çĕнĕ юлташсем тупнă. Иккĕмĕш сменăна районтан 64 ача лагерьсене канма кайнă. Яланхи пекех шкул ачисем виççĕмĕш сменăра та вăхăта усăллă ирттерме пултараççĕ. Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче лагерьсен юлашки тапхăрĕ пуçланать . Муркаш райо-нĕнчи “Ильинский” лагере каяс текенсем паян та çак списока ирĕккĕнех çырăнма пултараççĕ. Хакĕ те пысăк мар, пĕр ача пуçне 850 тенкĕ çеç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2011
00:00
Поделиться