Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăксенче – шанăç, малашлăх

Районта кăçалхипе пиллĕкмĕш хут çамрăксен фестивалĕ иртрĕ. Хăйне евĕр пĕчĕк юбилей темелле. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Раççей çамрăкĕсен кунне халалланă савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвăн тĕп шухăшне ырласа “Çамрăксене шанмалла” ятпа йĕркелерĕç. Хаваслă кĕвĕ-çемĕ майăн çамрăксем Кĕçĕн Патăрьелĕнчи “Олимп” спорт комплексне пуçтарăнчĕç. Фестивале хапăл тунисене чăн малтанах район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Осипов саламларĕ, çамрăксен çитĕ-нĕвĕсем, пуçарăвĕсем пирки чарăнса тăчĕ, çитĕнекен çамрăк ăрура пысăк шанăç, малашлăх пулнине, вĕсен творчествăри пултарулăхне кирлĕ пек аталантарма вырăнсенче условисем туса памаллине каларĕ, пысăк çитĕнÿ тума ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех уяв саламĕпе Тăрăн ял поселени пуçлăхĕ К.Михеев, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен методисчĕ А.Адикина, районти çамрăксен Координаци канашĕн председателĕ А.Ильина, “Единая Россия” политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Н.Алексеева тухса калаçрĕç.

Районта мĕн пур халăхăн пĕрре тăваттăмĕш пайĕ çамрăксем. Вĕсем тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ, çемье йĕркелеççĕ, ача-пăча çи-тĕнтереççĕ, çурт-йĕр çавăраççĕ... Çамрăксем тĕр-лĕрен программăна хутшăнса патшалăх паракан çăмăллăхсемпе те хастар усă кураççĕ.

Фестивалĕн чи савăнăçлă пайĕ–тивĕçлисене Хисеп грамотисемпе, парнесемпе хавхалантарни пулчĕ. Уявра Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕсене, çамрăксен политикин патшалăх сферинчи хастарсене, “Çулталăкăн чи лайăх çамрăк специалисчĕ” конкурс çĕнтерÿçисене уйрăммăн саламларĕç.

Çамрăксен çитĕнÿ ни-кĕсĕ чăн малтанах сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, спортпа туслă пулни. Юлашкинчен яш-кĕрĕм эстафета чупса, алă виçсе, канат турт-са, михĕпе чупса тата ытти енĕпе те ăмăртрĕç, вылярĕç, савăнчĕç... “Олимп” спорт комплексĕнче хаваслă вăйă-кулă сасси нумайччен лăпланмарĕ.

Çакна та палăртса хăварас килет. Районти 19 ял поселенинчен фестивале 10- шĕ çеç хутшăнчĕ. Ыттисенче вара çамрăксем çук-ши;

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2011
00:00
Поделиться