Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Умра– тÿрĕ, тикĕс çул, водитель, асăрхануллă пул!

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх пилĕк уйăхра 14 автоавари пулнă. Вĕсенче виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 16- шĕ аманнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан инкексен шучĕ ÿснĕ.

Çул çинче пулакан аварисен тĕп сăлтавĕ– водительсем пысăк хăвăртлăхпа çÿрени. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Пĕлтĕр аварисен ытларах пайĕ аслă çул çинче пулнă. Кăçал вара ялсенче е ял хушшинче пулакан инкексем пăшăрхантараççĕ. Сăмахран, ку таранччен Нăр-ваш Шăхаль ял поселени территорийĕнче çеç тăватă аварие шута илнĕ. Çавăнпа та водительсен майĕпен кайсах кирлĕ вырăна хăвăрт çитессине манмалла мар.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 июня 2011
00:00
Поделиться