Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕтĕм тĕнчери журналистсен карточкине илнĕ

Патăрьел районĕ çыравçăсемпе чăннипех те пуян, хăшĕ-пĕрне республика, Раççей, ют çĕр-шыв шайĕнче те пĕлеççĕ. Шăнкăртамра пурăнакан Р. Кеметов 2000 çултанпа Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ. Кăçал вара вăл Пĕтĕм тĕнчери журналистсен карточкине илме тивĕçнĕ. Асăннă карточка хуçине влаçри пур орган та, çавăн пекех журналистсен организацийĕсем те професси тивĕçне пурнăçланă чухне кирлĕ пулăшу памалла.

Пĕтĕм тĕнчери журналистсен карточки республикăри 30 яхăн журналистра пур, пирĕн районтан вара ăна иккĕн илнĕ. Юхмапа Пăла тăрă-хĕнчен чи малтан Ыхра Çырминче пурăнакан Р. Гайфин тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 июня 2011
00:00
Поделиться