Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерÿçĕсем паллă

Чăваш Республикин хула тăвас ĕç тата общество инфратытăм аталанăвĕн министерстви пулăшнипе акционерсен “Чăваш Енри энерги сутакан компани” уçă пĕрлешĕвĕ электроэнергипе усă куракансен 2010 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе йĕркеленĕ “Чăваш Енĕн ылтăн тĕревĕ” конкурсра хăш предприяти-организаци çĕнтернине палăртнă. Асăннă конкурса çулленех ирттереççĕ.

Энергипе тивĕçтермелли килĕшÿ условисене, тÿлев графикне тата энергипе усă курма панă режима мĕнле пăхăннине пĕтĕмлетнĕ хыççăн республикăри 100 предприяти “2010 çулхи чи лайăх усă куракан” ята тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче пирĕн районти “Патăрьелĕнчи апат-çимĕç комбиначĕ” пĕрлешÿ, Патăрьелĕнчи “Центральный” ача сачĕ, 7-мĕш професси училищи, улма-çырла питомникĕ, “Звезда” ял хуçалăх предприятийĕ, “Юхма” рынок, Г. Синеева индивидуаллă предприниматель пур.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 июня 2011
00:00
Поделиться