Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Авангард» çырăнар, туслă пурăнар!

Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр шăвать, чатăр карса та чарма çук. Тин кăна хаçат-журнала 2011-мĕш çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнтарас тапхăр пыратчĕ, халĕ иккĕмĕш валли, ак, пуçланнă. Район хыпарĕсене пĕлсе тăрас тесен “Авангард” хаçат кирлех. Хакĕ те ÿсмен, çакна палăртма та кăмăллă. Чăнах та, халь ака-суха ĕçĕсемпе ял халăхĕн нумай укçа пĕтрĕ, анчах та 171 тенкĕ те 78 пус тупма пулатех. Хăнана кайнă чух ун чухлĕ анчах тăкакланмастпăр вĕт. Район хаçатне çырăнсан çур çул хушши кашни эрнере икĕ хут Юхмапа Пăла тăрăхĕн, республика хыпарĕсене пĕлме, таврари çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма, вĕсен опычĕсемпе пурнăçра усă курма май пулĕ. Тен, сирĕн пата та хаçат ĕçченĕсем çитĕç, вулакансене паллаштарĕç. Çавăн пекех сире хумхантаракан ыйтусене хаçат страницисенче çутатма тăрăшăпăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2011
00:00
Поделиться