Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçекен шыв таса пултăр

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Р.Селиванов ертсе пынипе санитарипе эпидемие хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Унта республика шайĕнчи “Чăваш Республикинчи халăха ĕçмелли шывпа 2009-2020 çулсенче тивĕçтересси” программăна пурнăçласси мĕнле пынине, Патăрьелĕнче пурăнакансем, организацисем централизациленĕ системăран усă куракан ĕçмелли шывăн пахалăхĕ, СанПин ыйтăвĕсене еплерех пăхăннине сÿтсе яврĕç.

Район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ И. Дикин “Чăваш Республикинчи халăха ĕçмелли шывпа 2009-2020 çулсенче тивĕçтересси” программăпа районта мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ.

Пирĕн тăрăха таса шыв Шăмăршă районĕнчи Хырла юхан шывĕнчен илсе килме палăртнă. Ăна валли пăрăх 155 çухрăм хумалла. Тăршшĕ вăрăммине шута илсе ĕçе тăватă тапхăрпа ирттерме палăртнă. Чи малтанах шыв Сăкăт, Шăнкăртам тата Патăрьел ялĕсене çитмелле.

2010 çулта Патăрьел ялне таса шывпа тивĕçтерекен объект хута кайнă. Шыва 5 артезиан çăлĕнчен илеççĕ. Тасатакан сооруженинче фильтрсем урлă кăларнă хыççăн унпа нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем, предприятисемпе организацисем усă кураççĕ. Шывпа тивĕçтерекен сеть тăршшĕ 17,995 çухрăм. Хальлĕхе объекта контрактпа “Батыревский водоканал” ĕçлеттерет.

“Батыревский водоканал” пĕрлешĕвĕн директорĕ Г. Уфукова талăкра 100-150 кубла метр шыв кăларнине, анчах та ку çителĕксĕррине пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ 32 çуртра, 25 уйрăм çуртра пурăнакансем, 34 организаци, 10 котельнăй таса шывпа усă кураççĕ. Шĕвекĕн хăй хаклăхĕ сутнинчен тăватă хут пысăкрах иккен.

Тасатакан сооруженинчен килекен шыва лаборатори тĕпчевĕсем тусах тăмалли, СанПин хушăвĕсене пурнăçламалли пирки ЧР Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕн çумĕ А. Прохоров каларĕ.

 




"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2011
00:00
Поделиться