Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çула тухсан йĕркене пăсас марччĕ

Гостехнадзор инспекцийĕ районта “Частник” операци ирттерни пирки хаçат вулакансене пĕлтернĕччĕ. Ăна тракторсем, прицепсем, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсем çÿренĕ чухне хăрушлăх кăларса ан тăратчăр, усă курнă чухне тавралăха вараламаннине, техника хăрушсăрлăхне пăхăннине, техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Операци вăхăтĕнче Гостехнадзор инспекцийĕ налук тата çул-йĕр инспекто-рĕсемпе пĕрле техника нумай тытакан 10 ял поселенине çитрĕмĕр. Тĕрĕслев вăхăтĕнче йĕркене пăсакансене тупса палăртрăмăр, çавăн пекех халăхпа тĕл пулнă вăхăтра техникăна мĕншĕн регистрацилемелли, тĕрĕслев витĕр кăлармалли тата ытти ыйтусене те хускатрăмăр.

Обществăлла секторта çуллен тракторсен, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен, кăкарса çÿремелли хатĕрсен шучĕ нумайланать. Чылайăшĕ хăйсен вăйĕпе те кил-хуçалăхра усă курма мини-техника ăсталаççĕ. Вĕсем мĕнле лару-тăрура пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Рейд вăхăтĕнче 20 трактора тĕрĕсленĕ, 10 тракториста асăрхаттарнă. Пилĕк техникăна пачах та регистрацилеменни палăрнă, пĕрне вара эксплуатацилеме юрăхсăра тухнине шута илсе учетран кăларнă.

Тĕрĕслев мĕн кăтартса пачĕ-ха; Трактористсенчен чылайăшĕн “хурçă утпа” çÿреме ирĕк паракан документ çумĕнче çук. Хăшĕ-пĕри прависене туртса илнĕ пулсан та руль умне ларнă. Çавăн пекех техникăсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр те кăларман. Йĕркене пăсакансене явап тыттарнă. Тракторпа е хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăпа çула тухаканăн çумĕнче яланах техникăпа çÿреме ирĕк паракан документ, патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнине ĕнентерекен, транспорта страхланине кăтартакан хутсем пулмалла.

Унччен уйрăм хуçалăхри техникăсене ял поселенийĕнче хуçалăх кĕнекинче çырса хунă, халĕ çĕнĕ “АИС САО” электронлă программăна кĕртеççĕ. Унта хăй тĕллĕн çÿрекен кашни машинăн паспортне, маркине, регистрациленĕ паллăна кăтартаççĕ. Техникăн заводри номерне, агрегатсемпе узелсен номерĕсене, тĕсне, хăш çулта кăларнине те палăртаççĕ. Ку ĕçе утă уйăхĕ пĕтиччен вĕçлемелле. Малашне тракторсене, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене, комбайнсене, прицепсене ял поселенийĕсенче шута илнĕ хыççăн тин районти Гостехнадзор инспекцийĕнче регистрацилеççĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2011
00:00
Поделиться