Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать, пурне те савăнтарать

Пĕтĕм Раççейри фестивале хутшăнса Шупашкарта пултаруллă ачасен Чăваш Республикинчи фестивалĕ “Эпĕ – автор” ятпа иртнĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалланă. Фестивале Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах ачасен пултарулăхне кăтартас, вĕсем тантă-шĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Патăрьел районĕнчи çамрăксем те унта хутшăннă. “Юрă” номинацире Первомайскинчи вăтам шкулта 8 класра вĕренекен В.Осипов виççĕмĕш вырăн йышăннă. Сăмах май, Василий çитĕнÿсем тусах тăрать, ун пирки хаçатра та çырнăччĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2011
00:00
Поделиться
;