Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ ача сачĕ тума тытăнчĕç

2011 çулхи Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун Юхмапа Пăла тăрăхĕн историне тепĕр паллă пулăмпа çырăнса юлчĕ: Патăрьелĕнче 240 ача вырнаçмалăх реконструкцилекен ача сачĕн никĕсĕн пĕрремĕш кирпĕчне хучĕç.

Савăнăçлă мероприятие ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Н.Дмитриева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Моисеев, “Проектпа смета бюровĕ” пĕрлешÿн тĕп инженерĕ В.Иванов, ЧР хула тăвас ĕç общество инфратытăм аталанăвĕн министерствин Госстройнадзор пайĕн начальникĕ В.Степанов тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Маларах Патăрьел район администрацийĕпе объекта тăвакан “Булат” подрядчик – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕпе И.Дикинпа тулли мар яваплă “Булат” пĕрлешÿн тĕп директорĕ Р.Абдулвалеев – килĕшÿ çине алă пусрĕç.

Паянхи кун Патăрьелĕнче 357 пепке ача садне черетре тăрать. Хăшĕн-пĕрин ашшĕ-амăшĕ ниçта та хăварма çуккипе Кивĕ Ахпÿртри, Туçари, Сăкăтри садиксене илсе çÿреççĕ. Йывăрлăха татса парас тĕллевпе унчченхи шкул-интернат вырăнĕнче шкул çулне çитменнисен учрежденине тума палăртнă.

– Патăрьелсем – ĕçлĕхлĕ халăх. Çулсерен район демографийĕ лайăхланса пырать, çакă кунта пурăнакансен пурнăçĕ аванланнипе, экономика кăтартăвĕсем лайăхланнипе çыхăннă. Проекта вăхăтра хута ярасса, пахалăхĕпе хальхи пĕтĕм требованипе норматива тивĕçлĕ пуласса шанса тăратăп, – терĕ С.Енилина.

Кăçал республикăра 6 ача сачĕ тумалла, вĕсенчен пĕри çеç ялта, Патăрьелĕнче. Район центрĕнче тепĕр садик хута яма палăртнăшăн ашшĕ-амăш ячĕсенчен Надеждăпа Александр Алякинсем тав сăмахĕ каларĕç. Вĕсен хăйсен ачисемсĕр пуçне усрава илнисем те пур.

“Булат” пĕрлешÿ директорĕ Р.Абдулвалеев шкул çулне çитменнисем çÿремелли учреждение кĕске вăхăтра тата пахалăхлă тума тăрăшнине пĕлтерчĕ. Сăмах май, асăннă пĕрлешÿ Шăнкăртамри тата Сăкăтри шкулсене хута янă.

Çĕнĕ объектăн смета хакĕ 130 миллион тенкĕпе танлашать.

Никĕсĕн пĕрремĕш кирпĕчне С.Енилина, Н.Дмитриева, Н.Глухов, И.Дикин, А.Моисеев, В.Михайлов, В.Степанов, Р.Абдулвалеев хучĕç.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2011
00:00
Поделиться