Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп тĕллев – ачасен сывлăхне, çут çанталăк пуянлăхне упрасси

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем– çуллахи вăхăтра ачасемпе çамрăксен канăвне, сывлăхне çирĕплетессине, ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелесси; пушар хăрушсăрлăхне пăхăнасси, тăван тавралăха сыхласси, вăрмансене чĕртсе тăратасси тата “Вăрман кунĕ” акципе килĕшÿллĕн йывăçсем лартмалли мероприятисене хутшăнасси . Асăннă темăсене сÿтсе явма, халăхпа тĕл пулма района ЧР Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В.Яковлев, ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов, ЧР финанспа бюджет надзорĕн федераллă службăн территори управленийĕн ертÿçин çумĕ И.Данилов, Раççей Федерацийĕн социаллă страховани фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющин çумĕ Т. Алексеева, “Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ” учрежденийĕн директорĕн çумĕ Г.Николаев килчĕç.

Информаци кунне хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ачасен ĕçпе канăвне, сывлăхне çирĕплетессине мĕнле йĕркелеме палăртнипе, тавралăха сыхлас тĕлĕшпе, йывăçсем лартассипе мĕн-мĕн тунипе паллаштарчĕ.

Патăрьел районĕнче пурăнакан ачасем кăçал та, ытти çулсенчи пекех, республикăри лагерьсенче канма пултараççĕ. Вĕсене шкул автобусĕсем леçсе ярĕç, илсе килĕç. Ашшĕ-амăшĕн пепкисен сывлăхне çирĕплетме панă путевкăн хакĕн 10 процентне кăна тÿлемелле, ыттине патшалăх саплаштарать. Çавăн пекех шкул çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсене çÿреме май пур. Халĕ шăпах столовăйсене тĕрĕслессипе, вĕсенчи çитменлĕхсене пĕтерессипе тимлеççĕ. Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен шкул çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсем ĕçлеме тытăнĕç.

Тавралăха сыхласси кашни çыннăн тивĕçĕ. Пĕлтĕр шăрăха пула чылай çĕрте вăрман çунчĕ, апла тата нумайрах йывăç лартмалла. Пушар пирĕн районта алхасман пулсан та çамрăк хунавсене чĕртессипе тăрăшса ĕçленине ырламалла çеç. Кăçал 15 пин ытла йывăç лартнă. Çавăн пекех вăрман пушар хуралĕн службине те йĕркеленĕ.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăнакансем “Вăрман кунĕ” акцие хутшăнса районти тĕп библиотека умĕнче çамрăк çăкасем лартрĕç, унтан ушкăнсем çине пайланса ялсене халăхпа тĕл пулма кайрĕç.

Н.Глухов, В.Яковлев тата Патăрьел районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Измуков Турхан ял поселенийĕнчи Кивçурт уçланкăра иртекен “Зарница” тата “Орленок” финал вăййисене хутшăнакан çамрăк армеецсемпе тĕл пулнă. Çакăнтах шкул директорĕсемпе курнăçнă, информаци кунĕн темисене хускатнă тата ытти ыйтусене те сÿтсе явнă. Çавăн пекех Н.Глухов, В.Яковлев тата С.Измуков ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин Патăрьел участокĕнчи “Вăрман пушар служби” учрежденин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков, районти ветеринари службин начальникĕ П.Ефимов, ЧР Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕ Н. Сергеева Аслă Чемен ял поселенийĕнче пулчĕç, Аслă Чемен шкулĕн коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕç. Шкул пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене, выльăхсене кĕтĕве кăларнă хыççăн тĕл пулакан йывăрлăхсене сÿтсе яврĕç.

Ытти ушкăнсем Çĕнĕ Ахпÿрт, Ыхра Çырми тата ытти ял поселенийĕсене те çитнĕ, халăхпа тĕл пулнă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
21 мая 2011
00:00
Поделиться