Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç – пурнăçра юлташ

Патăрьел районĕнчи “Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр” патшалăх учрежденийĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах çынсене ĕç тупса парасси патне сахал мар тимлĕх уйăрать. Асăннă категоринчи граждансене хăйсен бизнесне уçма, вăхăтлăх е яланлăх ĕç вырăнĕ тупса пама пулăшать.

Çулталăк пуçланнăранпа районти ĕçпе тивĕçтерекен центра сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах 15 çын пынă, вĕсенчен пиллĕкĕшне вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă, пĕри хăйĕн ĕçне уçнă, теприне вăхăт çитичченех тивĕçлĕ канăва янă, пĕр инвалида валли вăй хумалли вырăн тупса панă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 мая 2011
00:00
Поделиться