Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерÿ кунĕн хисепĕ ан чактăр

Çĕнтерÿ уявĕ те иртсе кайрĕ. Фашистла Германие парăнтарни кăçал 66 çул çитрĕ. Çын ĕмĕрĕпе шутласан нумай пек, 1945 çулта çуралнисем халь шăпах 66-ра. Вĕсем те ĕнтĕ асатте-кукаçи е асанне-кукамай ятне илтнĕ. Çав вăхăтрах вăрçă чарăнни нумаях та мар пек. Хаяр тапхăрăн суранĕсем халĕ те пирчеймеççĕ. Вăрçăччен, вăрçă вăхăтĕнче çуралнă ачасем вăл вăхăтри пурнăçа аса илмессерен ассăн сывлаççĕ. Çĕнтерÿ хыççăн та никама та çăмăл пулман вĕт, апла пулин те çынлăха упраса хăварнă. Салтак арăмĕсем паян та мăшăрĕсене кĕтеççĕ, амăшĕсем вара хăйсен ывăл-хĕрне алăк уçса кĕрессе шансах ĕмĕрĕсене ирттернĕ.

Аттен асламăшĕ, Матрена Бельдекова, тем пирки шухăшласа ларатчĕ-ларатчĕ те: “Петя (ывăлĕ) вилмен пулсан, хуть ăçта пурăнсан та маншăн пĕрех. Хĕвелĕ пур çĕрте те пĕр пек пăхать”, – тетчĕ. Ывăлĕ вара унăн Мускав патĕнчи пĕр çапăçура пуçне хунă. Каярах пенси укçи вырăнне те вăл ывăлĕшĕн паракан кĕмĕле илетчĕ. Тепĕр ачин те, манăн асаттен, ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Вăл вăрçăран таврăнсан вилнĕ. Асатте мĕнле киле таврăнни пирки асанне час-часах аса илетчĕ, эпир те çакăн пирки каласа пама ыйтаттăмăр.

– Пĕринче курак пÿрт алăкĕ патнех килсе кăшкăрчĕ. “Хыпара-ши;” тесе шухăшларăм. Каç кÿлĕм пăянампа иксĕмĕр тăвансем патне хăнана кайрăмăр. Ачасене киле хăварнă ĕнтĕ, алăка ют çынсене уçма хушман. Ĕçке çитсенех чун вырăнта марччĕ, çавăнпах киле килтĕм. Умра Элекуç (мăшăрĕ) тăра парать. Пÿрте ачасем кĕртмен иккен. “Эпĕ сирĕн аçу” тесе каласан, вĕсем: “Пирĕн атте вăрçăра”, – тенĕ. Хам килсен кăна пĕрле кĕтĕмĕр, – тетчĕ асанне.

10-11 çул каялла Аслă Çĕнтерÿ умĕн кукамай, Пăлакассинче пурăннă Анна Суркова, çыру илчĕ. Ăна ЧР пĕрремĕш Президенчĕ Н.Федоров тыл ĕçченĕсене, вăрçă ветеранĕсене Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн тав туса янăччĕ. Конверта кукамай аллине илчĕ те ĕсĕклесе йĕме тытăнчĕ. Чарăнайми, пĕчĕк ача пек куççуль тăкрĕ вăл. Хăй вара пĕр вĕçĕм “Ванюк, Ванюк, эс çырнă вĕт ку çырăва” тесе пăшăлтатрĕ. Мăнтарăн, хăйĕн мăшăрне мĕн виличченех кĕтрĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
18 мая 2011
00:00
Поделиться