Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

150-мĕш ачана шута илнĕ, чи лайăх çемьесене палăртнă

Çак кунсенче районти Мăшăрлану керменĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралнă 150-мĕш ачана шута илнĕ. Çавăн пекех “Эпĕ–атте” тата “Эпĕ–анне” ятпа сăн ÿкер-чĕксен конкурсне хутшăннисен ĕçне пĕтĕмлетнĕ.

Тикешре пурăнакан Николай Михайловичпа Алевтина Петровна Селивановсен çемйине тахçантанпа кĕтнĕ чиперкке хутшăннă. Анастасия–районта кăçал регистрациленнĕ 150-мĕш пепке. Селивановсене çак пысăк савăнăçпа район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе райадминистрацин пай пуçлăхĕ С.Торговцев, Хирти Пикшик ял поселени пуçлăхĕ З.Алигберов саламланă, çемьене çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă. Хĕр ачана Пĕтĕм тĕнчери медицина сестрисен кунĕнче регистрацилени пушшех те пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен пепкен амăшĕ те Гиппократ тупине тунă.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕнче ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ О.Гусарова сăн ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Конкурса хутшăннă кашни çемье пирки ыррине, лайăххине çеç каланă Ольга Николаевна. Вĕсемпе савăнмалăх пур. Шăнкăртамри Ф.Шапка, Сителти Ю.Степанов, Патăрьелĕнчи К.Горшков, О.Такмакова, Алманчăри С.Дружинина, Кзыл Камышри Э.Якупова, Г.Масяева, Треньелĕнчи П.Логунова, Шăнкăртамри Г.Субханкуллова, Тутар Сăкăтĕнчи Р.Сулейманова çемйисенче яланах юрату, килĕшÿ, ăнланулăх хуçаланать.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
18 мая 2011
00:00
Поделиться