Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ВĕЛЛЕ ХУРЧĕСЕНЕ ПУЛĂШМАЛЛАХ

Кăçал çуркунне вăрăма тăсăлчĕ, çакă вĕлле хурчĕсемшĕн пысăк чăрмав кÿчĕ. Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕ питĕ шăрăх пулнипе амасем çителĕклĕ çăвăр сапса хĕле валли çамрăк та вăйлă вĕлле хурчĕсем хăвараймарĕç. Асăннă сăлтава пула ватăрах хуртсем кăна юлчĕç. Вĕсен çуркунне пĕрер личинка туса çамрăк вĕлле хурчĕ хăвармалла, анчах та ун пек тума çанталăк условийĕсем татах лайăх пулмарĕç. Тепĕр пысăк чăрмав вăл – вĕллесенче перга (вĕлле хурчĕн çăкăрĕ) сахалли. Çак паха апат пулмасан личинкăсем выçă юлаççĕ, çавна май вĕлле хурчĕсене аталанса кайма та йывăра килет. Ытти çулсенче ку вăхăтра чечек тусанĕ те пулнă, çăвăр хуртсем те лайăх аталаннă. Кăçал вара аванах хĕл каçнă пулсан та çуркунне вăрăма тăсăлнипе вилсе пĕтес хăрушлăх пур. Пирĕн, утарçăсен, вĕлле хурчĕсене упраса хăварма тăрăшмалла. Хурт-хăмăр лавккисенче инвертлă сироп тата перга пур, çавсене памалла. Инвертлă сироп – питĕ паха та усăллă апат, унсăр пуçне кашни вĕллене малтанласа 200-300 грамм перга хумалла. Ахаль сахăр сиропĕ парсан хатĕр апата куçарма хуртсене нумай вăй тата вăхăт кирлĕ.

Çак сĕнÿсене шута илсен кăçал вĕлле хурчĕсене сыхласа хăварма май пулĕ. Пыл илессине чакарас марччĕ, тунă çитĕнÿсене çухатас марччĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2011
00:00
Поделиться