Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Эс ялан пирĕн асра, Татюç аппа

Пилĕк çул каялла, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, мĕн пур тавралăх чĕрĕлнĕ, ыран Мăнкун тенĕ вăхăтра, пирĕн юратнă çыннăмăр, Ишекри мухтавлă хĕрарăм, ырă кăмăллă та çепĕç чĕлхеллĕ Татьяна Федоровна Куракова ĕмĕрлĕхе куçне хупрĕ. Унтанпа пиллĕкмĕш хут çак аслă уява Татюç аппасăр кĕтсе илетпĕр. Вăл пиртен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайрĕ пулсан та унăн çутă сăнарĕ паян та асрах.

Татюç аппа пурăннă чухне яланах: “Ман пурнăç çинчен кĕнеке çырма пулать”,–тетчĕ. Ун çинчен çырнă кĕнеки вара чăнласах та кун çути курчĕ. Лидия Филиппова журналист тăрăшнипе нумай пулмасть “Мать” кĕнеке пичетленсе тухса ял çыннисен аллине лекрĕ.

Пурăннă чухне кашни çын кун-çулĕ хăйне евĕр кĕнеке. Пурнăçа вара кашни çын тĕрлĕрен хаклать: пĕри унăн хакĕ пурлăхра, тепри çирĕп сывлăхра, савăнса пурăннинче тесе шутлать. Татьяна Федоровна пурнăçĕ те ăмсанмалла иртнĕ теме çук. Вăл тулли çемьепе савăнса, юрă-ташăпа киленсе çÿреймерĕ пулсан та, пĕтĕм чунне хăйĕн тĕпренчĕкне, юратнă Лева ывăлне халалларĕ. Вăл тăрăшни вара сая каймарĕ. Амăшĕпе ывăлĕ пĕр-пĕрне ăнланса пынине пулах тăван чăваш халăхне юрăхлă, çĕр-шывĕпе паллă академик–Лев Кураков çитĕнчĕ.

Татьяна Федоровна чăн-чăн чăваш амăшĕ пулса хăйĕн нацине çакнашкал пысăк Улăп парнелерĕ. Йывăр шăпа пулнине пăхмасăр пĕччен çитĕнтернĕ вăл хăйĕн тĕпренчĕкне, тивĕçлĕ воспитани панă.

Кĕнекере Татюç аппа пирки ял çыннисем, тăванĕсем аса илсе çырнисем çав тери нумай. Ун пирки пурте ăшă сăмах калаççĕ. Нумай пулмасть Лев Пантелеймонович çемйи пуçарнипе Чăваш Ишек ялĕнчи культура çуртĕнче “Мать” кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Асăннă мероприятие ял халăхĕ йышлă пуçтарăнчĕ. Татьяна Федоровнăн пархатарлă йывăр пурнăçне ырă тĕслĕх вырăнне хурса ун сăнарне асра тытни савăнтарать. Тухса калаçакансем пурте питĕ вырăнлă, усăллă, шухăша яракан сăмахсем каларĕç. Татюç аппаран пирĕн, çитĕнекен ăрăвăн, амăшĕсен, ырă тĕслĕх илмелĕх пур.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2011
00:00
Поделиться