Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Водительсем канашланă

Иртнĕ эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынипе районти водительсен пухăвĕ пулнă. Унта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе ĕçлекен районти комисси председателĕ И.Дикин тата комисси членĕсем, Чăваш Республикинчи УГАДН патшалăх инспекторĕ О.Андрианов, районсем хушшинчи 2-мĕш налук инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Г.Филиппов, ял поселенийĕсен пуçлă-хĕсем, предприятисемпе организацисен инженерипе техника ĕçченĕсем, шкул автобусĕсемшĕн яваплă çынсем хутшăннă.

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Кошкин пĕлтĕр пулнă çул-йĕр инкекĕсем, вĕсен сăлтавĕсем пирки тĕплĕн каласа панă. Кăçал çул-йĕр правилисене пăсакансене хирĕç тивĕçлĕ мерăсем йышăнма палăртнине пĕлтернĕ.

Пухăва хутшăнакансем çул-йĕр правилине, автотранспортсене регистрацилемелли правилăна, транспорт хатĕрĕсен паспорчĕсен тата транспортсен шасси паспорчĕсен Положенине кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе улшăнусене пĕлнĕ.

Чи лайăх кăтартусем тунă тата аварисĕр ĕçленĕ водительсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе хавхалантарнă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
27 апреля 2011
00:00
Поделиться