Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта– юстици министрĕ

Акан 23-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин юстици министрĕ Н.Прокопьева пулнă. Надежда Викторовна район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Глуховпа тĕл пулса калаçнă. Тĕл пулура вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем муниципаллă нормативлă актсене республикăри муниципаллă нормативлă актсен регистрне кĕртесси, муниципаллă службăна аталантармалли программăна хатĕрлесе йышăнасси пирки калаçнă.

Н.Прокопьева районта пулнă май И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ филиалĕн, ЗАГС пайĕн, миравай судьясен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, вĕсенчи проблемăсене сÿтсе явнă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
27 апреля 2011
00:00
Поделиться