Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çурхи «экзамен» пуçланчĕ

Çанталăк ăшăтнă май ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи ĕçсене тытăнчĕç. “Батыревский” пĕрлешÿ, «Малалла» тата «Первомайск» хуçалăхсем урпа акма пуçăннă. Ĕнерхи кун тĕлне кĕрхи çĕртмене Ленин ячĕллĕ хуçалăх – 70 гектар, “Первомайск” – 220, “Малалла” – 300, “Красное знамя” – 20, “Батыревский” –170, “Исток” 150 гектар сÿреленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене Ленин ячĕллĕ тата “Тойсинская” хуçалăхсенче сÿрелеме тухнă. “Батыревский” тата “Исток” хуçалăхсем кĕрхи çĕртмене культивацилеме тытăннă.

Районĕпе çĕр улми вăрлăхне яровизацине 1570 тонна кăларнă. Тĕш-тырă вăрлăхне 220 тонна имçамланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 апреля 2011
00:00
Поделиться