Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăк космонавтсен слечĕ

Раççей Космонавтикин çулталăкне, пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 50 çул çитнине халалласа районта тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеççĕ. Çак кунсенче Патăрьелĕнче ачасене хушма пĕлÿ паракан центрта çамрăк космонавтсен “Çăлтăр академийĕ” слечĕ иртнĕ.

Конкурсра районти 14 шкултан 91 вĕренекен хутшăннă. Малтанах ачасене Туçари вăтам шкулти çамрăк космонавтсен “Çăлтăр ушкăнĕ” отряд ертÿçи В.Свинцов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, ачасем ăсталанă ракетăсем пирки мастер–класс кăтартнă.

Слетри конкурсра пĕрремĕш вырăна Первомайскинчи вăтам шкулти “Сириус”, иккĕмĕшне Ыхра Çырминчи вăтам шкулти “Çăлтăр ушкăнĕ”, виççĕмĕшне Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти «Кайăк хур Çулĕ» командăсем йышăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 апреля 2011
00:00
Поделиться