Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ШĂВАРНИН УССИ ПЫСĂК

Иртнĕ çулхи типĕ те шăрăх çу ял хуçалăхне вăйлă ура хучĕ. Çĕр ĕçченĕ акнă-лартнă вăрлăхран палăртнă чухлĕ тухăç илеймерĕ. Çак йывăрлăх нумай ертÿçе шăвармалли системăсемпе усă курма май пурри çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Ку меслетпе пĕлтĕр республикăра малта пыракан хуçалăхсем усă курса пăхрĕç.

Патшалăх ял ĕçченĕсене тĕрев парать: çĕр-çĕр миллион тенкĕ уйăрать. Ăна тĕллевлĕ тăкакламалли мероприятисен планĕ самай анлă: ял хуçалăхне хывма инвестицисем илсе килессинчен пуçласа мелиорацие аталантарасси таранах. Пĕлтĕр республикăра 1 пин гектар лаптăка шăварнă. Виçĕ çул хушшинче çакна 10 пин гектар таран ÿстермелле.

ЧР Президенчĕн М. Игнатьевăн 2010 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнчи “Çут çанталăкри япăх пулăмсем вăхăтĕнче ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарма условисем йĕркелемелли хушма мерăсем çинчен” Указĕнче хуçалăхсене çакнашкал пулăшу памаллине палăртнă: мелиораци тытăмĕсемпе усă куракан технологисене ĕçе кĕртессипе çыхăннă мероприятисене – тÿрремĕн паракан субсиди мелĕ те, асăннă ĕçсене пурнăçа кĕртме явăçтаракан кредитсем тăрăх процент ставкисене тÿлес енĕпе субсиди парассипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне саплаштарасси.

Республикăра 2011–2013 çулсем валли “Чăваш Енре мелиорацие аталантарасси” хушма программа та йышăннă. ЧР Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнчи постановленийĕпе çирĕплетнĕ мелиораци системисем туянма республика бюджетĕнчен субсидисем памалли çинчен калакан правилăра çакăн пек палăртнă: кăçал тата иртнĕ çулăн IV кварталĕнче мелиораци техники туянма тăкакланă укçа-тенкĕн 30 процентне ял хуçалăх министерстви саплаштарать. Ку тĕллевпе 2011 çулта 35 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Программа мелиораци фондне аталантармалли, укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли, палăртнă мероприятисене пурнăçа кĕртмелли енсене тĕпе хурать. Субсиди илнĕ хуçалăхсен шăвармалли системăна ĕçе кĕртмелли сметăн (шутлавпа ăнлантару хучĕпе пĕрле), мелиораци техникине туянмалли договорăн, счет-фактурăсен, тавар накладнойĕн, мелиораци техникине туяннăшăн договорпа килĕшÿллĕн укçа тÿленине ĕнентерекен документсен копийĕсене ял хуçалăх министерствине тăратмалла. Хуçалăхсем субсидипе мĕнле усă курнине Чăваш Ен Ял хуçалăхĕпе Финанс министерствисем контроллесе тăрĕç.

2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 2 çултан пуçласа 8 çуллăх тапхăрта мелиораци системисемпе тата оборудованийĕсемпе усă курмалли технологие ял хуçалăх производствине кĕртме илнĕ инвестици кредичĕсемпе бюджет шутĕнчен РФ Тĕп банкĕн рефинансировани ставкин 100 проценчĕ чухлĕ субсидилеме палăртнă. Кунта шăвармалли хатĕрсене туянасси те кĕрет.

Ял хуçалăх предприятийĕсене, агропромышленность комплексĕн организацийĕсене ертсе пыракансен (уйрăм хушма хуçалăх тытакансемсĕр пуçне) мелиораци технологийĕпе усă курса çĕр пулăхлăхне тата тыр-пулпа пахча çимĕç тухăçне ÿстерме патшалăх паракан пур пулăшупа та усă курма тăрăшмалла, çав шутра мелиораци техникине туянма уйăракан кредитсемпе те.

Шăвармалли агрегатсем туянас ыйту кама та пулин интереслентерчĕ пулсан “Управление Чувашмелиоводхоз” ФПУра (Шупашкар хули, тел.: 8(8352)56-26-98) е çак управленин Комсомольскинчи филиалĕнче (Комсомольски ялĕ, тел.: 5-15-05) ыйтса пĕлме пулать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 апреля 2011
00:00
Поделиться