Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Президент Кубокне тивĕçнĕ

Çак кунсенче Шупашкарта шкул ачисем хушшинче Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ спартакиадăпа килĕшÿллĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăртусем иртнĕ.

Çак кунсенче Шупашкарта шкул ачисем хушшинче Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ спартакиадăпа килĕшÿллĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăртусем иртнĕ.

Унта пирĕн район спортсменĕсем икĕ командăпа çĕнтернĕ хыççăн финалта Йĕпреçсемпе тĕл пулнă. А. Смирнов (Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул), Р. Тазетдинов, М. Хусеинов (Ыхра Çырминчи вăтам шкул), А. Марков, А. Сеприханов (Туçари вăтам шкул), Ю. Петров (Хирти Пикшикри вăтам шкул), А. Воробьев, А. Тинюков (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул), Ф. Моисеев (Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училище) команда çĕнтерĕвĕшĕн пĕтĕм вăйне панă, Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне тивĕçнĕ. Кĕрешекенсене ăмăртăва Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕсем А. Камалетдиновпа М. Зейнетдинов, И. Алеев, В. Спиридонов, В. Сеприханов тренерсем хатĕрленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 апреля 2011
00:00
Поделиться