Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи райпо акт залĕнче “Единая Россия” партин районти уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕ, “Единая Россия” партин районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ Н. Глухов, “Чувашия-МЕД” страхлакан компани” АУОн генеральнăй директорĕ, “Единая Россия” партин регионти уйрăмĕн политканашĕн членĕ И. Клементьева, партин районти уйрăмĕн пуçламăш организацийĕсен делегацийĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Конференцире Николай Иванович партин районти уйрăмĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă. Çак йыш 1100 члена пĕрлештерет. Пĕтĕмĕшпе 54 пуçламăш организаци.

Пухăннисен умĕнче партин районти уйрăмĕн тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕ отчет тунă. Çавăн пекех конференци ĕçне хутшăннисем партин районти уйрăмĕн политканашĕн, тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн членĕсене, Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн ХVII конференцине кайма делегатсем суйланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 апреля 2011
00:00
Поделиться