Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

НАУКА ЭРНИ

Чăваш патшалăх университечĕн районти филиалĕнче студентсен наукăпа практика конференцийĕсене йĕркелесех тăраççĕ, вĕсене çÿллĕ шайра ирттерсе яраççĕ. 45-мĕш наукăпа практика конференцине А. Волкова ертсе пычĕ. Ăна Раççей космонавтикин çулталăкне, чăвашсем Раççее кĕни 460 çул çитнине халлаларĕç. Наука эрнине университет филиалĕн директорĕ Л. Лялина профессор уçрĕ. Людмила Васильевна тĕнче уçлăхне тухнăранпа 50 çул çитни çинче чарăнса тăчĕ. Кĕскен Ю. А. Гагарин, хамăр ентеш А. Г. Николаев космонавтсен паттăрлăхĕсемпе паллаштарчĕ. “Космос вĕçевĕсем” темăпа студентсен наука пĕрлешĕвĕн председателĕ Э. Насибуллов тухса каларĕ, çак темăпа электронлă презентаци иртрĕ. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăри Л. Титовăпа Н. Ракова А.Г.Николаев космонавта халалласа “Чăваш кăйкăрĕ” презентаци туса пачĕç, ыйтусене хуравларĕç.

Студентсен наука пĕрлешĕвĕ пысăк. Кунта вĕсем тĕпчев ĕçĕсем тума, халăх умĕнче тухса калаçма хăнăхаççĕ. Тăрăшулăха пула студентсем Чăваш Ен Президенчĕн стипендине илме тивĕçеççĕ. Д.Федоськин, Г.Валитова, Л.Хуснутдинова шăпах çак пĕрлешĕвĕн активлă хастарĕсем пулнă та.

Студентсем хăйсен ĕçĕсене “Пысăк Атăлăн çамрăклăхĕ” конкурса тăратаççĕ. Л.Хуснутдинова пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Районăн малашлăхĕ çаксенче мар-и-ха;

Эрне вăхăтĕнче олимпиадăсем, тĕрлĕ конкурс, тематика куравĕсем ирттереççĕ. Çавăн пекех вĕсене шкул ачисене те явăçтараççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 апреля 2011
00:00
Поделиться