Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерÿçĕсем паллă

Пушăн 1–20-мĕшĕсенче районта чи лайăх класс ертÿçисене палăртас тĕлĕшпе конкурс иртрĕ. Районти ачасен хушма пĕлÿ паракан центрне хăйсен пултарулăхне кăтартма финалти тупăшăва шкулсенче çĕнтернĕ 45 класс ертÿçи хутшăнчĕ. Вĕсенчен 16-шĕ пуçламăш классемпе тата çавăн чухлех вăтам звенори ачасемпе, ыттисем аслă классене çÿрекенсемпе ĕçлеççĕ. Конкурс валли тĕрлĕ енлĕ программа хатĕрленĕ педагогсем.

Пуçламăш классемпе ĕçлекен класс ертÿçисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Турханти вăтам шкулти тăваттăмĕш классене вĕрентекен Т. Раевская, иккĕмĕшне Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти иккĕмĕш классемпе ĕçлекен Т. Калькина, виççĕмĕш вырăна Сăкăтри вăтам шкулти виççĕмĕш классен ертуçи А. Анюрова тухрĕç.

Вăтам звеносемпе ĕçлекенсенчен пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Н.Сельцова, иккĕмĕшне Алманчăри вăтам шкулти Ю. Ивановпа Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулти С. Ишмуратова, виççĕмĕш вырăна Турханти вăтам шкулти Л. Осипова, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Л. Владимирова йышăнчĕç.

Аслă классемпе ĕçлекен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Майрина пĕрремĕш, Первомайскинчи вăтам шкулти И. Матюшкинăпа Хирти Пикшикри вăтам шкулти М.Хуснетдинова иккĕмĕш, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Р. Валитова тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Л

Турханти психоневрологи интерначĕн коллективĕ спортпа питĕ туслă. Вĕсем районта иртекен кашни мероприятинех хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ шăматкун коллективри спортсменсем шывра ишессипе тата сĕтелçи теннисĕпе йĕркеленĕ спартакиадăра та кăтартуллисен шутĕнче пулнă. 50 метра хăвăрт ишсе тухассипе Н.Филиппова иккĕмĕш, тенниспа Н.Юрнова иккĕмĕш, П.Япаров виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Интернат коллективĕ хĕллехи спартакиадăсенче те кăтартуллисен шутĕнче пулчĕ.

. Перхиева виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕсем республикăри “Самый классный классный” конкурса хутшăнаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 апреля 2011
00:00
Поделиться