Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хумхантаракан ыйтусем нумай

 

Пĕтĕм Раççейри “Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ” общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕ Патăрьел районĕнчи прокуратурăпа пĕрле пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă сферăра право хутшăнăвĕсене йĕркелес ыйтупа Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра Пĕрлехи тематика йышăнăвĕ ирттернĕ.

Пĕрлехи тематика йышăнăвĕнче граждансене тивĕçтерÿ парас йĕрке, нумай хваттерлĕ çуртсене юсасси тата тытса тăрасси, коммуналлă тивĕçтерĕве кирлĕ шайра пурнăçламан, коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн тĕрĕс шутласа паман чухне граждансен мĕн тумалли çинчен тата ытти пирки те прокурор пулăшуçи Е.Иванова каласа панă.

“Батыревский водоканал” пĕрлешĕвĕн директорĕ Г.Уфукова кăçала валли палăртнă коммуналлă тивĕçтерÿ хакĕсемпе, предприяти планĕсемпе паллаштарнă.

Йышăнура коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн граждансене паракан субсиди пирки Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕн халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕн çумĕ Н.Федоськина ăнлантарнă. Çавăн пекех пуçтарăннă çынсен ыйтăвĕсене Па-тăрьел ял поселени пуçлăхĕн çумĕ А.Румянцев, “Чăваш Енри энерги сутакан компани” пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн инженер инспекторĕ И.Михайлова хуравланă.

Библиотекăн информаци центрĕн заведующийĕ М.Хлебникова библиотекăн информаци ресурсĕсем, “Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ” общество организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ, халăха тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ пани çинчен каласа панă.

Мероприятинче 15 çын хăйсен ыйтăвĕпе кирлĕ канаш илнĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2011
00:00
Поделиться