Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чунлăха, культурăна çĕклекенсен кунĕ

Культура ĕçченĕн кунне паллă тума çак сферăра тăрăшакансем Патăрье-лĕнчи культурăпа кану центрне пуçтарăнчĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вĕсем сахалах мар, 300 ытла çын. Уява пуçтарăннисене ра-йон администрациĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, райадминистрацин социаллă аталану, информаципе тивĕçтерес тата архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ С. Викторов тата ыттисем те саламларĕç, чунтан парăнса ĕçлекенсене Хисеп хучĕсемпе дипломсем, Тав çырăвĕсем парса чысларĕç. Çавăн пекех хăйсен ĕçне пĕтĕмлетрĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2011
00:00
Поделиться