Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Автовокзалта пур енĕпе те йĕрке пулмалла

Мускаври “Домодедово” аэропортĕнчи теракт хыççăн район прокуратури районти пушар надзорĕн патшалăх тĕп инспекторĕпе, райадминистрацин граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕпе, райшалĕçпайĕ çумĕнчи ведомствăна пăхăнман хурал пайĕн начальникĕпе пĕрлехи рейд ирттерсе транспорт хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан законодательствăна Патăрьел автовокзалĕнче тата Анат Туçа автостанцийĕнче мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çак объектсенче “Транспорт хăрушсăрлăхĕ çинчен” федераллă саккуна пăхăнманнине, чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан çынсене эвакуацилемелли план-схема, арендăна панă пÿлĕмсенче йĕрке çуккине тупса палăртнă. Анат Туçари автостанцинче водительсене канмалли пÿлĕм, Патăрьелĕнчи автовокзалта милицие васкавлă чĕнмелли кнопка пулман.

Рейд вăхăтĕнче çавăн пекех вĕсенче пушар хăрушсăрлăх законодательствине пăхăнман чылай тĕслĕхе тупса палăртнă.

Тĕрĕслев итогĕпе акционерсен “АвтоВАС” уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне çитменлĕхсене пĕтерме представлени çырнă, Патăрьел автовокзалĕнчи тата Туçа автостанцийĕнчи яваплă çынсене административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 20.4 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн пиншер тенкĕ штраф панă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2011
00:00
Поделиться