Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Автоçулсем çинче транспорт çÿрессине чакарасси

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ 2011 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче кăларнă хушупа килĕшÿллĕн, автоçулсем ан сиенленччĕр тесе Чăваш Республикин тата Патăрьел районĕн харпăрлăхне кĕрекен çулсем тăрăх, вĕсем çинчи сооруженисем урлă ака уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 10-мĕшĕччен транспортсене, пĕр тĕнĕллине тивекен йывăрăш – 5тс(50кН), икĕ тĕнĕллисен – 4 тс(40 кН), виçĕ тĕнĕллисен – 4 тс(40кН) кăтартуран ытлашши пулсан, çÿреме чараççĕ. Апла пулин те çурхи шыв-шур вăхăтĕнче “Аварийная служба”, “Техпомощь” тесе çырнă автомашинăсемшĕн, çавăн пекех хăйсен вăйĕпе заводран килеççĕ пулсан, çыхăну автомобилĕсене тата чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерме явăçтарнă транспортсене, пассажирсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем, тракторсем, ял хуçалăх техникине заводран, выльăх-чĕрлĕхе аш-какай комбинатне турттараканнисене ку чару пырса тивмест.

Палăртнă вăхăтра çÿлерех асăннинчен пысăкрах кăтартупа çÿрекен транспортсем ятарлă ирĕкпе çеç çула тухаяççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2011
00:00
Поделиться