Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçрĕн пулсан эрехне ан лар эсĕ руль умне!

Çул çинче автотранспортпа пыракан водитель урă чухне те тĕрлĕрен сăлтавпа те-мĕнле лару-тăрăва та çакланать. Руль умне ÿсĕр ларсан вара çула тухакан ытти водительсемшĕн хăрушлăх пулса тăрать. Вăл кирек хăш вăхăтра та тимлĕхе çухатса çул-йĕр правилине пăсма, çул юлташне сиен, инкек кÿме пултарать. Çавăнпа та эрех ĕçнĕ çыннăн нихăçан та çăмăлттайланса автомашинăпа тухса каймалла мар. Инкек тени куçа курăнса килмест. Саккуна пăхăнмасăр йĕркене пăсакансем вара тупăнсах тăраççĕ. 2010 çулта пĕрремĕш кварталта 45 çынна руль умне ÿсĕрле ларса çула тухнăшăн айăпланă. Кăçал вара икĕ уйăх çурăрах çавăн чухлĕ çынна РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 12.8 статйин 1 пайĕпе айăпланă. Унпа килĕшÿллĕн водительсене ÿсĕрле çула тухнăшăн 1,5-2 çуллăха водитель правинчен хăтараççĕ.

Эрех ĕçсе паттăрланса кайнă хыççăн тинĕс урлă ишсе каçма хатĕр çынсем те тупăнаççĕ. Шăпах çакнашкал пуçтахсем ĕнтĕ йĕркене пăсса çул-йĕр инспекторĕсен аллине пĕрре çакланнине пăхмасăрах тепĕр хут ÿсĕрле çула тухса каяççĕ. Пирĕн инспекторсем пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шăнкăртамра пурăнакан 27 çулхи арçынна çул çинче ÿсĕрле машинăпа çÿренĕшĕн тытса чарнă, кирлĕ пек айăплама протокол çырнă. Çамрăк арçын çакăнтан та пĕтĕмлетÿ туман. Тепĕр каçхине каллех çак сăлтавпа инспекторсен аллине çакланнă. Халĕ çак пуçтахăн ĕçĕ судра. Тепĕр тĕслĕх пирки те чарăнса тăрам. Шăнкăртамра пурăнакан пĕрремĕш ушкăн инваличĕ водитель прависĕрех машинăпа тухса çÿрет. Çак сăлтавпа вăл 2006 çулта икĕ хутчен инспекторсен аллине лекнĕ. Ун хыççăн та кашни çул тенĕ пекех саккунсăр машинăна чуптарнă. Ун ячĕпе кăçал та йĕрке хуралçисен протокол çырма тивнĕ. Суд йышăнăвĕпе ăна пилĕк пин тенкĕ штраф панă. Туçа каччине вара çул çинчи йĕркене темиçе хутчен пăхăнмасăр автомашинăпа ÿсĕр çÿренĕшĕн водитель удостоверенине илнисĕр пуçне ултă талăка арестленĕ.

Хальхи вăхăтра автомашинăна пуянлăх тесе те хаклама йывăр, мĕншĕн тесен паян кашни 4-5-мĕш çемьере тĕрлĕрен техника пур. Çул çинчи куçăм кăткăслансах, йывăрлансах пырать. Çакă вара водительсен яваплăхне, тимлĕхне ÿстерме хистет. Ун чухне çеç пуриншĕн те телейлĕ те ăнăçлă çул пулĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2011
00:00
Поделиться