Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ТУБЕРКУЛЕЗ – хăрушă чир

Туберкулеза халăх хушшинче ĕлĕк-авал чахотка тенĕ. Вăл–сикекен чирсенчен пĕри. Ученăй-фтизиатрсем кашни çынах туберкулезпа сиенленме пултарнине, анчах ытларах чух организм çи-рĕппине, чире парăнманнине палăртаççĕ. Çитĕннисенче пуринче те тенĕ пекех (90-95 процент) туберкулеза пуçарса яракан микробсем пур, анчах унпа хăшĕ-пĕри çеç чирлет. Туберкулеза пуçарса яракан микробсем çынна, выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке чирлеттерекеннисем пулаççĕ. Микробактерисем питĕ тÿсĕмлĕ: йĕпе сурчăкри 75 градусра 30 минут вĕретсен, 100 градусра–5 минутран, типĕ сурчăкри 100 градусра 45 минутран тин вилеççĕ. Пÿрт-çуртра 1-2 уйăх, сĕтре, çура–10 уйăх, тăпăрчăра–8 уйăх таран пурăнма пултараççĕ. Хĕвел çути 5-10 минут хушшинче, хлораминпа хлор извеçĕ те вĕсене часах тĕп тăваççĕ.

Чир камран тата мĕнле ерет; Инфекци аталанма май паракан факторсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: шалти тата тулти.

Пĕр ушкăнне тĕрлĕ чир-чĕр кĕрет: грипп, хĕрлĕ шатра, ОРЗ, ÿпке шыççи, сахăр диабечĕ, хырăм çĕрни, авитаминоз, гипертиреоз. Çавăн пекех тĕрлĕрен операци, аборт, нерв, ăс-тăн чирĕ хыççăн та пуçланма пултарать.

Тепĕр ушкăнне япăх пурнăçпа йăла условийĕсем, професси тĕлĕшĕнчи сиенсем, час-часах ывăнни, табак туртни, эрех ĕçни кĕреççĕ.

Паллах, ăна сараканĕ–чирлĕ çын. Унăн мĕнпур органĕсем сиенленеççĕ. Анчах та чир чи малтан ÿпкесенче пуçланать. Унтан вăл шăмăсене, çÿлти сывлăш çулĕсене тата хырăмлăха лекме пултарать. Организма микробактерисем сывлăшпа, апат-çимĕçпе е тата ытти япаласемпе пĕрле лекеççĕ. Çын сурчăкĕ, шăк, каяш, выльăх-чĕрлĕх, сĕт продукчĕсем, пиçсе çитмен аш-какай урлă та ерет. Чирлĕ чăх çăмарти, уйрăмах ăна чĕрĕлле çисен,çав чире пуçарма пултарать.

Сывă мар çын урайне сурни, çемьере пурте пĕр савăтпа тата пĕр алшăллипе усă курни уйрăмах хăрушă.

Уçă формăллă туберкулезпа чирленĕ çынсен шкулсенче, столовăйсенче, апат-çимĕç магазинĕсенче ĕçлеме юрамасть.

Прививка тутарма ан манăр Кăкăр ачисене çуралсанах пĕрремĕш эрнере (4-5-мĕш кунсенче),кайран тепĕр хут 7 тата 14 çулсенче тăваççĕ. Прививка тунă ачасем, ыттисемпе танлаштарсан, 2-3 хут сахалтарах сиенленеççĕ, 4-6 хут сахалтарах чирлеççĕ. Кил-йышра уçă тата активлă формăллă чирлĕ çын пур пулсан, ача-пăчана уйрăмах çине тăрса, час-часах прививка тумалла, сывлăхне тĕплĕн сăнамалла, чирлĕ çынран пĕр уйăх хушши уйрăм усрамалла (санаторинче, ача çуртĕнче), çыннине хăйне вăхăтлăха больницăна вырнаçтармалла. Çапла вара ача тĕрекленет.

Эрех, пирус сиенĕ Ĕçкĕпе ашкăнакан, пирус туртакан, наркотиксемпе туслă çынсен туберкулез чирĕ вăрахрах, йывăртарах иртет. Алкоголь–вăйлă наркăмăш. Вăл организмăн пур органĕсене те пысăк сиен кÿрет. Табак туртакан çынсен юн тымарĕсем хытса хĕсĕннĕ пирки эмелсем чирлĕ çыннăн ÿпкине е ытти органсене сăрхăнса кĕреймеççĕ, ăнăçлă сыватаймаççĕ. Табак туртни чире сарăлма та пулăшать. Чирлĕ çын час-часах сурать, унта-кунта пирус тĕпĕсем пăрахать.

Наркомансен туберкулез вăйлансах пырать, вĕсем хăйсен сывлăхне сиплеме тăрăшмаççĕ, морале хирĕçле ĕçсем тăваççĕ.

Гигиенăна пăхăнмалла Çыннăн организмĕ туберкулеза ан парăнтăр тесен, пурнăç услови-йĕсене лайăхлатмалла, санитарипе гигиена требованийĕсене пăхăнмалла, ĕçпе канăва кирлĕ пек йĕркелемелле, апатланмалла, организма пĕрмаях çирĕплетмелле.

Туберкулезпа чирлĕ çыннăн гигиена правилисене çирĕп пăхăнса пурăнмалла, урайне мар, кĕсьене чиксе çÿремелли хупăлчаллă пĕчĕк савăта çеç сурмалла. Алă тытса саламлама тата чуптума юрамасть. Сипленме уйрăм пÿлĕме вырнаçтармалла, май çук пулсан, чаршавпа уйăрмалла. Пÿлĕме час-часах уçăлтармалла, урайне çусах тăмалла. Çав çын апат çинĕ хыççăн савăт-сапана вĕри шывпа çеç çумалла мар, вăл усă куракан япаласене вĕретмелле. Чирлĕ çынна сываличчен больницăра сиплемелле. Килте чухне кун йĕркине çирĕп пăхăнмалла, врач хушнине итлемелле.

Ÿпке туберкулезне хăвăрт тупса палăртмалли мел вăл–флюорографи. Çавăнпа та вăхăтран вăхăта çак меслетпе сывлăха тĕрĕслесех тăмалла.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
23 марта 2011
00:00
Поделиться