Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пуплев тĕрĕс аталанасси – кăткăс та вăрах йĕркеленекен процесс

Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепки çине пăхса шухăша каять: “Мĕнле çын пулать-ши унран;”, “Пултаруллă вĕренекен пулĕ-ши;” Ача вĕренÿре мĕнле ĕлкĕрсе пырассине çуралсассăн пĕрремĕш çулсенчех палăртма пулать. Пуплев тĕрĕс аталанасси–кăткăс та вăрах вăхăт йĕркеленекен процесс.

Малтанах ачан хăйне калакан сăмахсене ăнланма вĕренмелле, чĕлхе-çăварпа кирлĕ пек “хуçаланмалла”, кунсăр пуçне йĕри-таврари çынсене хăйĕн шухăшĕсене ăнлантарма вĕренес пулать. Эпир, аслисем, ача сасăсене тĕрĕс каланипе калайманнине, шкула кайма пуçличченех вулама пĕлнипе пĕлменнине мала хуратпăр. Анчах та пуплев кăлтăкĕсем кунпа çеç çыхăнмаççĕ.

Логопедпа хăçан тĕл пулмалла-ши;

Ача çулталăка çитиччен невропатолог патĕнче сăнаса тăнă пулсассăн.

2 çул–ача пуплевĕ 10 сăмахран та сахалтарах тăрать пулсассăн.

3 çул–пуплев уйрăм сăмахсенчен çеç тăрсассăн, ача 2-3 сăмах сыпăнтарса калаçма пĕлмесессĕн, вăл мĕн калаçни ăнланмалла мар пулсассăн.

4 çул–нумай сасăсене тĕрĕс мар калать пулсассăн.

Енчен те 3-4 çулхи ача сăмахри сыпăксене илтмест пулсассăн. Ача сăмахри сасăсене тĕрĕс мар каласан та сыпăк шутне арпаштармалла мар. Уçă сасăсем–сăмах тытăмĕ, унăн ритмики. Сăмахран, сыпăксем арпашăнаççĕ, хутшăнаççĕ е çителĕксĕрри–ача сăмах ритмне илтменни.

5-6 çул–сасăсене тĕрĕс мар калать, предложение тĕрĕс мар йĕркелет, ÿкерчĕк тăрăх каласа параймасть, сăвва йывăрла вĕренет, сас паллисене астуса юлаймасть пулсан.

Пуçламăш классем–вуланă тата çырнă чухне йăнăшсем нумай тăвать.

Ача тытăнчăклă калаçма пуçларĕ пулсассăн çийĕнчех логопед консультацийĕ тата психоневролог сиплевĕ кирлĕ.

Шкула кайма хатĕрлесси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Логопед пуплеври кăлтăксене, çырас тата вулас енĕпе пулакан йăнăшсене асăрхаттарма пултарать.

Шкул çулне çитнĕ çĕре мĕн пĕлмелле;

6 çул тĕлне ача хăйĕн йĕри-таврари япаласен ячĕсене пĕлмелле: савăт-сапа, сĕтел-пукан, кĕпе-тумтир... Шел пулин те, паянхи кун пĕрремĕш класс ачи логопедран пуçласа çакăн пек сăмахсем илтме пултарать: “дуршлаг” е “сарафан”. Ачапа пĕрмаях калаçасси, унăн сăмах словарьне аталантарасси яланхи пекех çивĕч тăрать. Ачапа юриех ларса ĕçлемесен те, борщ мĕнле пĕçернине, машина урапине мĕнле ылмаштарнине, компьютерпа мĕнле ĕçленине тата ыттине те каласа пани аван. Ку унăн сăмах словарьне аталанма, çĕнĕ сăмахсем кĕртме пулăшĕ. Енчен те ача çĕнĕ сăмахсене йывăрпа астуса юлать е пĕр сăвă та астуса юлаймасть пулсассăн, ăна логопед патне консультацие илсе кайăр.

5 çул тĕлне ача тĕрĕс предложенисемпе калаçмалла. Шкула ка-йиччен “сылтăм-сулахай”, “ĕнер-паян” ăнлавсене лайăх пĕлмелле. Çаксене пĕлменни ачан курав туйăмĕ тата оптикăпа уçлăх çыхăнăвĕ пăсăлнине пĕлтерет.

Çакна мĕнле ăнланмалла;

Акă пĕр-пĕр ÿкерчĕке куç умне кăларăр. Эпир ăна малтанах туллин йышăнатпăр, унтан тин деталĕсем çине куçатпăр. Ачасем вара пачах урăхла. Вĕсем ÿкерчĕке пайăн-пайăн кураççĕ, ун хыççăн çеç туллин йышăнаççĕ. 6 çул тĕлне ачасен йышăнăвĕ туллине çаврăнмалла. Ăна çак майпа тĕрĕслеме пулать. Ачана ÿкерчĕк парăр. Сăмахран, чÿречеллĕ пÿрт. Пĕр чÿречин каркăçĕ пур, теприн –çук. Хÿме: сылтăм енче груша йывăççисем, сулахайра–улмуççисем. Мăрйинчен тĕтĕм тухтăр. Çÿлти сулахай кĕтесре–хĕвел, сылтăмра–кайăксем тата ытти те. Ачана ÿкерчĕке çакнашкалах ÿкерсе илме ыйтăр. Илемлĕ туни мар, деталĕсене тĕрĕс асăрханине шута илмелле. Енчен те вăл йывăççисене вырăнпа ылмаштарчĕ, чÿрече каркăçне курмарĕ е тата ытти пайĕсене асăрхамарĕ пулсассăн, унăн курав туйăмĕ çителĕклĕ аталанманнине пĕлтерет.

Тĕрĕс калаçма вĕренетпĕр.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен чылай-ха. Пулас пĕрремĕш класс ачин пуплевне “йĕркене кĕртмелĕх” вăхăт пур. Ачан сывлăхне мала хунисĕр пуçне тата çак ĕçсене тусан аван.

Пÿрнесемпе ĕçлесси. Алă пÿрнисен мышцисене ĕçлеттерни ача чĕлхе-çăварне “уçма” пулăшать. Вăл пластилинпа, конструкторпа, мозаикăпа, кубиксемпе ĕçлетĕр.

Чуста çăрнă чухне амăшĕ унпа аппаланма май патăр. Кĕрпе е пăрçа тултарнă кастрюле пытарса хунă теттесене шыраса туптăр. Ку ачашăн вăйă та пÿрне мышцисем валли массаж та пулĕ.

Садика кайнă е таврăннă чухне йывăç çинчи вĕçен кайăксене е çурт чÿречисене шутлани те усăллă. Сылтăм е сулахай, çÿлте е аялта, малта е хыçалта мĕн пуррине калани те аван пулĕ. Эпир , аслисем, яланах ĕçлĕ, пирĕн нихăçан та вăхăт çук. Анчах та атте-анне пултăмăр пулсассăн чи малти вырăнта пирĕншĕн хамăрăн тĕпренчĕксем пулмаллах. Пепкепе калаçма, ăна ăнлантарса пама нихăçан та ан ÿркенĕр. Каярах ачăрта хăвăрăн ĕçе курма питĕ кăмăллă пулĕ. Эсир тăрăшни нихăçан та сая каймĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
23 марта 2011
00:00
Поделиться