Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Музыкăна юратакансем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ

Юлашки çулсенче районта тĕрлĕ предметпа олимпиадăсем иртеççĕ: вырăс, чăваш, тутар чĕлхисемпе, математикăпа, историпе, географипе тата ытти те. 2003-2004, 2004-2005 вĕренÿ çулĕсенче музыкăна юратакансем те хăйсен пултарулăхне çакнашкал олимпиадăсенче тĕрĕсленĕ, мала тухнисене хавхалантаранă. Тем сăлтава пула темиçе çул районта çак енĕпе ачасем тупăшайман. Кăçал вара вăл çĕнĕрен вăя кĕнĕ. Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Патăрьелĕн-чи пĕрремĕш вăтам шкулта музыкăпа районти олимпиада иртнĕ. Унта кĕвĕ тĕнчипе çывăх 17 вĕренекен хутшăннă. Олимпиадăра тест евĕр ыйтусем те, кĕвĕ вăрттăнлăхне тупмалли видеоматериалсем те пулнă.

Кĕвĕ-юрă тĕнчине çывăх ачасенчен олимпиадăра Çĕньялти вăтам шкулти 7 класра вĕренекен А.Захарова (вĕрентекенĕ Г.Чурбанов) тата Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 8 класра вĕренекен М.Тихонова (вĕрентекенĕ Н.Тихонова) 68-шар балл пуçтарса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 марта 2011
00:00
Поделиться