Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Геннадий Айхи – тĕнче çынни

Геннадий Айхи тĕнчи пĕрре пăхсан ансат пек , тепре тишкерсен кăткăс пек туйăнать. Ансатлăхĕ, ман шутпа, вăл пирĕн хушăмăртанах–чăваш ялĕнчен тухнăран, пулĕ. Кăткăслăхĕ вара эпир ăнланса çитерейменнинче, ăс-хакăлĕпе, шухăшлавĕпе пирĕнтен самай çÿллĕ шайра тăнинче. Вăл–чăваш. Çав вăхăтрах ăна поляк та, акăлчан та, француз та “Айхи пирĕн” теме пултарать. Вăл –тĕнче çынни. Г.Айхие аталанма Борис Пастернак тата Михаил Светлов поэтсем нумай пулăшнă. 1970 çултанпа Геннадий Николаевич Айхи– писатель-профессионал.

Геннадий Айхин пултарулăхĕ хальхи тĕнче литературине пысăк витĕм кÿнĕ. Çавна май çыравçăн “Отмеченная зима”, “Начало полян”, “Тетрадь Вероники”, “Теперь всегда снега” тата ытти кĕнекисенче сăнарланнă пултарулăх шыравĕ тĕлĕнмелле поэзи тĕнчине, сăмах искусствин чăн хаклавçисемшĕн илĕртÿллĕ Айхин хăйне евĕрлĕ стильне çуратнă.

Г.Айхи куçару енĕпе çине тăрсах ĕçленине пула чăваш культури урăх чĕлхесемпе калаçакан çынсемшĕн те çывăх пулса тăнă. ЮНЕСКО ялавĕ айĕнче поэт “Чăваш поэзийĕн антологине хатĕрленĕ, ăна Англире, Венгрире, Италире, Францире Швецире тата ытти çĕр-шывсенче те пичетлесе кăларнă. Геннадий Николаевич çавăн пекех чикĕ леш енчи авторсен хайлавĕсене чăвашла куçарнă, вĕсене “Франци поэчĕсем”, “Венгри поэчĕсем” антологисене пухса пĕрлештернĕ.

Чăваш сăмахĕ халĕ швед чĕлхипе те янăрать. Чăваш поэзийĕн антологийĕ итали, акăлчан, франци, венгри чĕлхисемпе пичетленсе тухнă хыççăн “Уй куçлă, вăрман хăлхаллă” (йăла-йĕрке сăмахлăхĕпе халăх юррисем) ятпа швед чĕлхипе кун çути курать.

Чăвашлăха манман Геннадий Николаевич. Европăри нумай çĕршыв поэт-классикĕн хайлавĕсене чăваш вулаканĕ патне çитерме мĕн чухлĕ вăй хуман пулĕ. Франци поэчĕсен сăввисене тÿрремĕнех чăвашла куçарса кăларнă антологи хăй мĕне тăрать!

Г.Айхи–тĕнче шайĕнчи сăвăç. Унăн Парижра тăхăр кĕнеке, Майна çинчи Франкфуртра, Берлинра икшер, Прагăра, Братиславăра, Мюнхенра, Роттердамра, Лондонра пĕрер кĕнеке пичетленнĕ. Ывăнма пĕлмен ĕçчен Венгри поэчĕсен антологине чăвашла, чăваш поэчĕсен хайлавĕсен пуххине венгрла хатĕрленĕ. Чăваш халăх поэчĕн, сăвăçин ĕçне Европа шайĕллĕ “Чĕрĕлĕх” премипе хакланă.

Литературăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн 1990 çулта Геннадий Николаевич Айхи Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премине тивĕçнĕ. 1994 çулта вара–Чăваш халăх поэчĕн хисеплĕ ятне. Г.Айхи çавăн пекех Борис Пастернак тата Андрей Белый, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ премисен, Франци Академийĕн, Венгрири Федерик Петрарка ячĕллĕ литература, театр тата музыка агентствин премийĕсен, пĕтĕм тĕнчери ытти нумай преми лауреачĕ пулнă. Поэта Искусство тата литература орденĕпе (Франци) тата “Эндре Адие асăнса” (Венгри) медальпе наградăланă. Чăннипех те Г. Айхин тĕрлĕ çĕр-шыв хисеплесе панă премисем чылай. Анчах та Геннадий Николаевич вĕсенчен чи сумли те чунне çывăххи тесе Митта Ваçлей ячĕллĕ премие йышăннă.

Чăваш халăх поэтне, Геннадий Айхие, чăваш ятне-сумне çĕклекен чи пултаруллă, харсăр çынсенчен пĕри тесен те йăнăшмăпăр. Ăна чăннипех Чăваш çĕр-шывĕн, литературипе искусствин тĕнчери элчи теме пулать.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
23 марта 2011
00:00
Поделиться