Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăс-тăнпа ĕçлесен ырă улшăну пулĕ

2010 çул район историйĕшĕн паллă пулăмпа çырăнса юлчĕ. Юпан 10-мĕшĕнче хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕнче район ĕçченĕсем ял поселенийĕн тата район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене суйларĕç.

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ район депутачĕсен Пухăвĕн пĕрремĕш ларăвĕнче депутатсем “ Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен” федераллă саккунăн 131-мĕш номерлĕ, Чăваш Республикин “Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен” саккунăн 19-мĕш номерлĕ, район депута-чĕсен Пухăвĕн Уставĕн 20-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн уççăн сасăласа Патăрьел район пуçлăхĕ–район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулма 19-мĕш номерлĕ Первомайски суйлав округĕпе суйланнă М.Петров депутата, район пуçлăхĕн çумĕ пулма 22-мĕш номерлĕ Сăкăт суйлав округĕнчен суйланнă П.Никифоров депутата суйланă. Икĕ кун маларах вара Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн “Малалла” тата “Первомайск” хуçалăх ертÿçине–М.Петрова советниксен йышне кĕртнĕ.

Михаил Владимирович район шайĕнче яваплă та пысăк ĕçе кÿлĕнни пилĕк уйăх иртрĕ. Район пуçлăхĕ çĕнĕ тивĕçе мĕнле шухăш-кăмăлпа, тĕллевпе пурнăçласа пырать тата ытти хăш-пĕр ыйтупа кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ район пуçлăхĕпе–район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕпе Михаил Владимирович Петровпа курса калаçнă.

–Михаил Владимирович, чăн малтанах сире çак çăмăл мар ĕçре хăвăрăн çивĕч ăс-тăна, çирĕп характера, пултарулăхпа çаврăнăçулăхăра туллин усă курса вăй хума ăнăçу сунатпăр.

– Ырă сăмахшăн тавтапуç. Хам енчен чăн малтанах çакна каласшăн: шаннă ĕçе тÿрĕ чунпа пурнăçласси, район администрацийĕпе, депутатсен çĕнĕ йышĕпе пĕрле çамрăксен вăй-халне аслăраххисен опычĕпе пĕрлештерсе пĕр тĕллевпе тĕрлĕ ыйтăва тĕрĕс, вăхăтлă татса парасси –манăн тĕп тĕллев. Тĕллеве пурнăçлама вара чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе пилĕк çуллăха çырнă контракт вăхăтĕнче пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Ку тĕлĕшпе республикăри ытти районсенче тĕрлĕрен лару-тăру. Паянхи куна пирĕн районта ун пек ăнланманлăх çук тесе шутлатăп. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов кăларнă йышăнусене, хушусене чылайăшне депутатсемпе пăхса тухса сÿтсе явнă хыççăн çеç алă пусатăп. Пытарма кирлĕ мар, хăш-пĕр ыйтăва тавлашуллăрах татса пама тивет, анчах пурпĕрех сапаланса каймасăр, хирĕçмесĕр тĕрĕс çул суйласа илетпĕр.

– Район халăхĕн пурнăçĕн, малашлăх аталанăвĕн çул-йĕрне тытса пыраканĕсем– район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем. Районта тĕрĕс политика никĕсĕ те вĕсенченех килет. Эсир маларах та район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулнă май ку енĕпе мĕн калама пултаратăр;

– Депутатсен ытларах пайĕ “Единая Россия” парти членĕсем. Ытти парти представителĕсем те пур. Анчах çакă пурте пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа ĕçлемелле мар тенине пĕлтермест. Влаçра пĕрне-пĕри ура хуни, хирĕçсе пурăнни ят-хисепе, чыс-сума çеç чакарать. Депутатсен “çемье” йышĕнче тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем пур. Мĕнпур ĕçе планпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пыратпăр. Район шайĕнче паянхи кун çивĕч тăракан программăсене йышăнатпăр. Вăл шутра йĕрке хуралĕпе, халăхăн социаллă пурнăçне лайăхлатассипе, шкул çулне çитмен ачасен вĕрентĕвĕпе тата ытти енĕпе те тĕллевлĕ программăсем вăйра.

Хамăрăн ларусенче çĕр, строительство ыйтăвĕсене, бюджета мĕнле пурнăçланине, тĕрлĕ сферăри ытти ыйтăва те хускататпăр, отчетсем итлетпĕр, сÿтсе явса йышăну тăватпăр.

Район бюджетне налуксем пухса пуянлатасси– уйрăм тема. Власть тивĕçĕ– районта пулса иртекен ĕçсене çирĕп сăнаса тăрасси, инвестици проекчĕсене пурнăçлама пулăшасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсене йĕркелесси. Çакă вара чăнах та район хыснине пуянлатма пулăшĕ.

–Михаил Владимирович, район пуçлăхĕсĕр пуçне эсир Чăваш Ен Президенчĕн советникĕ те шутланатăр. Республика ертÿçи çывăхĕнче Юхмапа Пăла тăрăхне хÿтĕлекен шаннă çын пулни пирĕншĕн те лайăх. Кирек хăш вăхăтра та хамăрăн проблемăсене хускатма пултаратăр.

–Республика Президенчĕ маларах ял хуçалăх министрĕнче ĕçлесе пирĕн проблемăсене хăй куçĕпе курни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та вăл ял хуçалăх отрасльне аталантарма, ял халăхне пулăшма тăтăшах тĕрлĕрен укçа çăл куçĕсене шырать. Çакă вара пирĕншĕн пысăк çăмăллăх.

– Уçă калаçушăн сире тем пысăкăш тав. Хăвăрăн мĕнпур ĕçĕрте ăнăçу, пысăк чăтăмлăх, çемьере килĕшÿ сунатпăр.

– Тавтапуç пуриншĕн те. Район хаçатне те ĕçре ăнăçу сунатăп. Сирĕн вулакансем яланах ÿссе пыччăр.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
23 марта 2011
00:00
Поделиться