Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитĕнÿсем савăнтараççĕ

Районти ирĕклĕ майпа кĕрешекен арçын ачасемпе хĕрсен пĕрлештернĕ команди Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Аксура иртнĕ регионсем хушшинчи III турнирĕнче Чăваш Ен чысне хÿтĕлерĕ. Пирĕнсĕр пуçне Тутар Республикипе Ульяновск облаçĕнчен 17 команда тупăшрĕ. Çак кун виçĕ регионтан пуçтарăннă чи вăйлă 200 ытла спортсмен кавир çинче хăйсен вăйне тĕрĕслерĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кĕрешÿçĕсенчен, уйрăмах, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен А. Смирнов ăнăçлă ăмăртрĕ. Алексей хăйĕнпе кĕрешекенсем валли пĕр шанăç та хăвармарĕ. Финалта Тетюшинчи спортсмена парăнтарса хăйĕн виçинче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ.

Çавăн пекех Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекен А. Верликовпа М. Смирнова, Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекен А. Чашкин, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен А. Выросова иккĕмĕш, Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекен К. Смирнова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Вĕсене турнир йĕркелÿçисем дипломсемпе медальсем тата хаклă парнесем парса чысларĕç.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
23 марта 2011
00:00
Поделиться