Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашнин шăпи пăшăрхантарать

Çĕр çине килекен кашни чун телей те ырлăх çеç курма çуралать пек. Анчах пурнăçра вара вĕсен тĕрлĕрен шăпа. Пĕрисем ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех тăлăх ÿсеççĕ е йывăр условиллĕ çемьесенче нушаланаççĕ, теприсем чун панă ашшĕ-амăшĕн сăнарне ача çурчĕсенчи воспитательсенче кураççĕ...

Шел пулин те унта-кунта çапкаланса çÿрекен (ытларах хуласенче) ачасем те пур. Пурнăçра хамăр чун панă ачасемпе çакнашкал пăтăрмахсем ан пулччăр тесен, чăн малтанах пирĕн, аслисен, тăрăшмалла, вĕсене тĕрĕс çул суйласа илме пулăшмалла, çирĕп характерлă пулма вĕрентмелле. Вырăнсенче çакнашкал проблемăсене татса парас, йывăр шăпаллă, тăлăх ачасен пурнăçне çăмăллатас, ăнăçсăр çемьесен, преступлени тăвакан çул çитмен ачасен йышне чакарас тĕллевпе районсенче Чăваш Республикин Ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйăн представителĕсене çирĕплетрĕç. Иккĕмĕш çул эпĕ çак яваплă ĕçе пурнăçласа пыратăп. Ку тĕлĕшпе сиксе тухнă ыйтусене туллин татса парас тесе эпир райадминистрацин вĕрентÿ па-йĕнчи ачасен прависене сыхлас енĕпе тимлекен специалистсемпе, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ра-йонти хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсемпе, райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсемпе, районти хĕрарăмсен канашĕпе килĕштерсе ĕçлетпĕр, рейдсене те пĕрлех тухса çÿретпĕр. Пĕрле татса памалли ыйтусем тупăнсах тăраççĕ.

Районĕпе ăнăçсăр 24, ачасене усрама тата пăхма илнĕ çемьесем 30 шутланаççĕ. Вĕсенче çул çитмен 81 ача пурăнать. Пире кашни ача шăпи пăшăрхантарать, унăн малашлăхĕ шухăшлаттарать.

Ачасен правине хÿтĕлес, вĕсен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе социаллă пулăшупа тивĕçтерес, вĕрентес, воспитани парас ыйтусене татса парас тесе пĕрлехи вăйпа сахал мар тимлетпĕр. Çак ĕçе ял поселенийĕсене те явăçтартăмăр. Сăмахран, Кивĕ Катекре икĕ йывăр шăпаллă çемье. Пĕрисен амăшĕ ĕçлеймест. Çак çемьери лару-тăрăва тĕпченĕ хыççăн пĕчĕк ачине ясли-сада вырнаçтарма пулăшрăмăр. Нăр-ваш Шăхалĕнчи йывăр шăпаллă çемьери ачана вара ултă уйăхлăха санаторие ятăмăр. Именкассинче килти условисене пула чирлесе хавшанă ачана районти тĕп больницăна илсе килсе сиплерĕмĕр. Ун патне сывлăх пĕлме кашни кунах апат-çимĕçпе, пĕчĕк парнесемпе кĕреттĕм. Вунă кун хушшинче çав тери çывăхлантăмăр унпа. Вăл мана “Диля аппа” тесех чĕнетчĕ.

Пĕрлехи рейд вăхăтĕнче усрава илнĕ ачасем ăнăçлă çемьесене лексе мĕнле телейлĕ пулнишĕн хĕпĕртетпĕр. Çакнашкал ырă тĕслĕхлĕ çемьесем Патăрьелĕнче, Нăрваш Шăхалĕнче те пур. Ют ачасене вĕсем хăйсен чун тĕпренчĕкĕ вырăнне хурса йышăнса тĕрĕс воспитани параççĕ, лайăх пăхаççĕ. Пурăнмалли условийĕсем те хуларинчен кая мар. Çичĕ юта хăйсен ăшă хÿтлĕхне илнĕ çемьесене куратăн та ирĕксĕрех нушаллă ÿсекен ачасем куç умне тухса тăраççĕ. Саккун умĕнче çеç мар, Турă умĕнче пепкисемшĕн яваплă ашшĕ-амăшĕ çапла çăмăлттай хăтланни чуна ыраттарать. Кашни ача шăпишĕн яваплă çын пулмалла. Çапах та амăш варĕнче ÿтленсе пулнă пепке хăйне чун парнеленĕ çынсемпе тĕрĕс-тĕкел ÿсни–чи пахи.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
19 марта 2011
00:00
Поделиться