Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çурхи шыв-шур тапхăрĕ Пăтăрмахсăр ирттĕр

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче районта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Унăн теми– ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çурхи шыв-шур тапхăрне хатĕрленесси, ялсенче пушар хăрушсăрлăхне вăйлатасси, территорисене тирпейлесси, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, çур акине ăнăçлă хатĕрленсе ирттерсе ярасси.

Информаци ушкăнне “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Э.Аблякимов ертсе пынă. Çавăн пекех унăн ĕçне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Осипова, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен пайĕн министрĕн çумĕ В.Яковлев, Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службин пай пуçлăхĕ Г.Лукин, Чăваш Республикин фи-нанспа бюджет надзорĕн федераллă службин вырăнти управленийĕн ертÿçи Н.Константинова хутшăннă. Кун йĕркинчи ыйтусене малтанах район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, организаци, предприяти ертÿçисемпе, ял поселенийĕн пуçлăхĕсемпе, ун хыççăн Туçа, Сăкăт, Шăнкăртам ял поселенийĕсенче пулса ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тĕл пулса сÿтсе явнă.

–Кăçалхи хĕл Патăрьел районĕшĕн уйрăмах юрпа пуян пулчĕ. Çакă çурхи шыв-шур тапхăрне питĕ тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илме ыйтать. Вырăнсенче кирлĕ мерăсене вăхăтра йышăнса ĕçсене тирпейлĕ пурнăçлани çеç чрезвычайлă лару-тăруран тухма май парĕ,–тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Э.Аблякимов кун йĕркинчи ыйтăва çивĕчлетсе.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
19 марта 2011
00:00
Поделиться