Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тимлĕхе ÿстермеллех

Нарăс уйăхĕнче республика пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ операци иртрĕ. Вĕсенчен пĕри– “Пешеход–Пешеходный переход”.

Çак кун йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем çул-йĕр правилине пăснă вунпĕр çынна тупса палăртнă, вĕсен ячĕпе протокол çырнă. Çавăн пекех çуран каçакан çынна водитель çул паман пĕр факт пулнă. Кунта çакна та асăрхаттарса хăвармалла. Чылай чухне водительсем ятарлă паллă пур çĕртех çынсене ирттерсе ямаççĕ.Тепĕр чухне тата çуран пыракан çын автомашина çывхарса килнине курса тăрсах чупса каçма хăтланать. Водитель чарса ĕлкĕреймесен авари пуласси те çавăнтах. Çул çинчи инкек яланах хамăрăн тимлĕх çитменнипе пулать. Çавăнпа та çакна яланах шута илмелле.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2011
00:00
Поделиться