Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт– сывлăхшăн юлташ

Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕнче тĕрлĕ спорт мероприятийĕ пулсах тăрать, нумай пулмасть кунта мини-футболла вылярĕç, винтовкăран печĕç.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулăн спорт площадкине ял халăхĕ чылай пуçтарăнчĕ. Мини-футболла выляма ултă команда хутшăнчĕ, икĕ ушкăна пайланнă хыççăн вăйă пуçланчĕ. Футболла вылянă вăхăтрах спортзалта пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе уйрăм çынсем тупăшрĕç. Ăмăртусене пурте хаваспах хутшăнчĕç. Аллă очко илме май пур çĕртен 42 очко пуçтарса чемпион ятне Н. Митрофанов çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна–А. Бородкин, виççĕмĕшне Н. Павлов тухрĕç.

Футболистсен командисем хушшинче финалта выляма ирĕк илессишĕн çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Çурма финалта вара “Пулевей” командăпа “Учитель” команда, “Школьники” командăпа “Молодцыгин урамĕ” команда тупăшрĕç. Финала “Пулевей” тата “Молодцыгин урамĕ” командăсем тухрĕç. Вĕсем пĕр-пĕрин хапхине пĕрер мечĕк тапса кĕртнĕ хыççăн вăйă тата çивĕчленчĕ. Çапах та юлашкинчен “Молодцыгин урамĕ” команда хитре комбинаци туса хирĕçле вылякансен хапхине тепĕр мечĕк тапса кĕртрĕ. Мероприяти çĕнтерÿçи “Молодцыгин урамĕ” команда пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна– «Пулевей», виççĕмĕшне “Школьники” командăсем йышăнчĕç.

Çак кунах ял халăхĕ культура çуртĕнче концерт курса та савăнчĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2011
00:00
Поделиться