Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Налукна тÿле те канлĕ çывăр

Юлашки çулсенче патшалăх пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарас тесе тĕрлĕ май туса парать. Анчах та хăш-пĕр предприниматель çакна ăнланасшăн мар, налуксене вăхăтра тÿлемест.

Нумай пулмасть районти пĕр уйрăм предприниматель сутăнакан продукцишĕн хушма налука тÿлемен, хăйĕн кĕсйине хурса пынă. Çапла вара вăл патшалăха пĕр миллион тенке яхăн тÿлесе çитереймен. Çакăншăн ăна уголовлă майпа айăпланă. Çак кунсенче Чăваш Республикин Аслă сучĕн суд коллегийĕ предприниматель ячĕпе йышăннă айăплав приговорне çаплах хăварнă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2011
00:00
Поделиться