Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Гала–концерт пурин кăмăлне те кайнă

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче 14 çул тултарман ачасем хушшинче эстрада юррипе ташшисен “Çуталакан çăлтăр–2011” фестивальне хутшăннисен гала–концерчĕ иртнĕ.

З.Тазетдинова фестиваль лауреачĕ пулнă. Куракансене вара ытларах Нăрваш Шăхалĕнчи Л.Алексеева тыткăнланă.

“Эстрада ташшисем” номинацире пĕрремĕш степеньлĕ лауреат ятне “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнчи “Фаворит” фитнес аэробика ушкăнĕ çĕнсе илнĕ (ертÿçи Т.Торговцева). “Эстрада юррисем” номинацире Патăрьелĕнчи И.Захарова–пĕрремĕш степеньлĕ лауреат. Чи хаклă приза вара Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче вĕренекен К.Кондратьева тивĕçнĕ.

Гала-концертра Шăнкăртамри Э.Абитова чи кĕçĕнни пулнă. Эльвира 5 çулта.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2011
00:00
Поделиться