Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç законодательствине кашни ертÿçĕ Пăхăнмалла

Район прокуратури “Патăрьелĕнчи тĕп больница” муниципаллă сывлăх учрежденийĕнче ĕç законодательствине мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ хыççăн йĕркене пăснă нумай енсене тупса палăртнă.

РФ Ĕç Кодексĕн 50 статйипе килĕшÿллĕн коллективлă килĕшĕве йышăннă хыççăн çичĕ кунтан кирлĕ органта регистрацилеттермен, учрежденипе работниксем хушшинче тунă килĕшÿсенче те йĕркене пăхăнман тĕслĕхсем пур.

Районти тĕп больницăра РФ Ĕç Кодексĕн 66, 80, 84.1 статйисемпе тата РФ Правительствин 2003 çулхи акан 16-мĕшĕнчи 225-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн ĕç кĕнекипе вкладышĕсен учетне лайăх туса пымаççĕ. Учрежденинче ĕç вырăнĕсене аттестацилессине йĕркелемен, ĕç килĕшĕвĕ вĕçленнĕ хыççăн работниксене приказпа паллаштарса алă пустармаççĕ.

Çавăн пекех тĕрĕслев вăхăтĕнче черетлĕ отпускпа çыхăннă йĕркене пăснă тĕслĕхсене те тупса палăртнă.

Ĕç законодательстви ыйтнине пурнăçламаншăн “Патăрьелĕнчи тĕп больница” муниципаллă сывлăх учрежденийĕн тĕп врачĕ Н.Тинюков пирки район прокурорĕ 2011 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 5.27 статйин 1-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарнă. Чăваш Республикинчи Патшалăх ĕç инспекцийĕ районти тĕп больница врачне Н.Тинюкова ĕç тата ĕç сыхлавĕ çинчен калакан законодательствăна пăхăнманшăн 2000 тенкĕ штраф панă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2011
00:00
Поделиться