Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял спортсменĕсем ăмăртнă

Çĕмĕрле районĕнче V хĕллехи ял спорчĕн вăййисем иртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков тата “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов ертсе пынипе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 70е яхăн спортсмен уяв программине кĕртнĕ енсемпе хастар ăмăртнă.

Пăр çинче хоккейла выляссипе Патăрьелсене çитекенни пулман: Çĕнĕ Ах-пÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Н. Михайлов физкультура учителĕ хатĕрленĕ “Олимп” команда республика чемпионĕ пулса тăнă.

Район команди йĕлтĕрпе чупассипе 4-мĕш, полиатлонпа–7-мĕш, кире пуканĕ çĕклессипе 4-мĕш вырăнсене йышăннă. Пукан йăтассипе А. Алексеевпа И. Чернов палăрнă. Вĕсем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайланă. Шывра ишессипе Патăрьелсем 10-мĕш, шашкăлла выляссипе–8-мĕш, шахматла выляссипе–12-мĕш, доярсем хушшинче–11-мĕш, механизаторсем хушшинче–7-мĕш, спортпа туслă çемьесем хушшинче–5-мĕш вырăн йăшăннă.

Аслă Чемен ял поселенийĕнчи Н. Васильев механизатор тракторпа çÿрессипе, йĕлтĕрпе чупассипе тата турник çинче йăтăнассипе 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. Çавăн пекех Еншикри Крас-новсен çемйи те ăнăçлă ăмăртнă.

Пĕтĕмĕшле районсем хушшинче Па- тăрьел район команди 1854 очко пухса 4-мĕш вырăн йышăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Аслă Чемен, Нăрваш Шăхаль, Патăрьел, Сăкăт, Первомайски, Пикшик, Çĕнĕ Ахпÿрт, Тăрăн ял поселенийĕсен спортсменĕсем хÿтĕленĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 марта 2011
00:00
Поделиться