Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăçал 1400 гектар таврăнĕ

Чăваш Енре 632,3 пин гектар е 32 процент вăрман йышăнать. 596 пин гектара (95,6 процент) Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин вăрман хуçалăхĕсем пăхса тăраççĕ.

Вăрман фончĕн пысăк мар пайне ял хуçалă-хĕнче, промышленноçра усă курма куçарнăран тата пĕлтĕрхи пушарсене пула мĕн пур лаптăк кăштах пĕчĕкленнĕ.

Министерство пушар алхаснă 1400 гектар вăрман çĕрне кăçал çунчăкран тасатса фонда тавăрас тĕллевпе 1242 гектар çине йывăç ларттарма, 3790 гектар йышăнакан хунавсене пăхма, 1100 гектара çăралатма, хунав ларттармашкăн 1050 гектар çĕр хатĕрлеме палăртнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 марта 2011
00:00
Поделиться