Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йыша упраса хăварасчĕ

Пĕлтĕрхи хĕле вĕлле хурчĕсем аван тÿссе ирттерчĕç, анчах çуллахи шăрăх чылай чăрмав кÿчĕ. Çуркуннехи пĕрремĕш вĕçеве вĕсем ăнăçлă турĕç, амасем чиперех сапма тытăнчĕç, çемьесем аталанса пычĕç. Вăйлисем чечек тусанĕ те (пыльца) пуçтарма пултарчĕç. Пыл вăхăчĕ çывхарса пынă вăхăта çемьесем çителĕклĕ йыш пуçтарса хатĕрленсе çитрĕç. Анчах та сывлăш температури пысăккипе, çумăр çуманнипе пыл паракан курăксем нектар кăларма пăрахрĕç. Çавна май вĕлле хурчĕсем ирхине пĕр е икĕ сехет вĕçнĕ хыççăн пыл пуçтарас вырăнне вĕлле умĕнче купаланса лара пуçларĕç. Хăшĕ-пĕри вĕллери сывлăш температури пысăкланса ан кайтăр тесе çунаттисемпе сулласа тăрса кăштах та пулин сивĕтес тесе тăрăшрĕç, ун пек тумасан çăвăрлă рамкăсем юрăхсăра тухма пултараççĕ. Хăшĕ-пĕри температура ытлашши хăпарса ан кайтăр тесе шыв илсе килсе тăчĕç. Пыл вăхăчĕ хăвăрт иртсе кайрĕ, магазинсене, корпуссене пыл сахал хутшăнчĕ. Сывлăш температури типĕ те пысăк пулнăран вĕллери ама хуртсем çăвăр сапма пăрахрĕç.

Август уйăхĕнче амасене лайăх ĕçлеттерессишĕн тăрăшмалла, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра сапнă шăркасенчен хĕл каçмалли хуртсем çуралаççĕ. Анчах та шăрăха пула вĕлле хурчĕсем сивĕ вăхăта сахалтарах йышпа кĕчĕç, унсăр пуçне апат та çителĕклех пулмарĕ. Çавăнпа кăçал утарçăсен умĕнче йывăрлăхсем сиксе тухаççех. Çимелли нумай маррине шута илсе вĕлле хурчĕсене канди ытти çулсенчен маларах памалла, унсăрăн вĕсем вилме пултараççĕ. Çуркунне çитнĕ май утарçăсен тăтăшрах вĕлле хурчĕсене тĕрĕслесе итлесе тăмалла, пысăк çухатусем пуласран сыхланмалла. Чылай чухне утарçăсем йыша упраса хăвараймаççĕ, çулла вара ÿстерме хăтланаççĕ. Пĕр çĕрте ялан тăпăртатса тăрас марччĕ. Ытти районсемпе танлаштарсан, эпир хурт-хăмăр усрассипе малта пыратпăр.

Умри йывăрлăхсене шута илсе районта çуркунне семинар-канашлу ирттерме палăртнă, пурне те унта хутшăнма сĕнетпĕр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 марта 2011
00:00
Поделиться