Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ХУçАЛĂХСЕНЕ АТАЛАНТАРМА УКçА-ТЕНКĕ УЙĂРНĂ

Чăваш Республикин “Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012, 2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен” саккунĕн 21-мĕш статйипе тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи 515-мĕш, 524-мĕш, 556-мĕш номерлĕ йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн республика бюджечĕн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине, элита вăрлăх çитĕнтерессине аталантарма тата химизаци хатĕрĕсем туянма 2011 çул валли уйăракан укçине районсем тăрăх пайланă.

Патăрьел районĕнчи хуçалăхсене (килти хушма хуçалăхсене кĕртмен унта) выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме 4992, 2 пин тенкĕ, элита вăрлăх туянма–2964,4 пин, ÿсен-тăран отрасльне хÿтĕлеме химизаци хатĕрĕсем илмешкĕн 2924,7 пин тенкĕ уйăрса панă



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 марта 2011
00:00
Поделиться